Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Ю.А. Иванова с районным праздником "Акатуй"

00:00 07 июня 2011 г.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, ял ĕçченĕсем!

 

Çулсеренех çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районта Акатуй - ĕçпе юрă тата спорт уявне ирттеретпĕр. Кăçал вăл июнĕн 10-мĕшĕнче пулать. Пурне те сире çывхарса килекен Акатуй уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Кăçал та пулас тырпул никĕсне йĕркеллĕ хывса хăвартăмăр. Механизаторсем, специалистсемпе хуçалăхсен ертÿçисем, ял ĕçченĕсем тăрăшса вăй хучĕç. Пурне те сире çакăншăн тав тăватăп. Чăннипех те, хисепе тивĕçлĕ эсир.

Халĕ умра тепĕр тĕллев – акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене йĕркеллĕ пăхса çитĕнтересси, выльăх апатне кирлĕ чухлĕ тата пысăк пахалăхпа хатĕрлесе хăварасси. Сирĕнтен  кашниех хăйĕн тивĕçне малалла та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанас килет.

Хаклă çыннăмăрсем! Тавах сире район аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн. Уява тулли кăмăлпа ирттермелле пултăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей  сунатăп. Ăнăçу сирĕн  пурнăç çулне уçсах пытăр, çемйĕрсенче килĕшÿ пултăр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                      Ю.А.Иванов.                                                      

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика