Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:00. Çыравçă тата журналист И.Г.Григорьев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа асăну каçĕ иртрĕ

00:00 26 января 2009 г.

16:00.  Çыравçă тата журналист И.Г.Григорьев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа асăну каçĕ иртрĕ

Фоторепортаж

 

Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сыпайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çак ялта çуралса ÿснĕ çыравçă тата журналист И.Г.Григорьев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа асăну каçĕ иртрĕ.

Пухăннисем И.Г.Григорьев пурнăçĕпе , пултарулăхĕпе паллашрĕç.Уяв хăни В.П.Станьял ентешĕмĕрĕн  литературăри ĕçне пысăка хурса хакларĕ, унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ пулнине палăртрĕ. И.Г.Григорьева пĕлнĕ хăнан асаилĕвĕсем шкул ачисемпе уява пухăннисемшĕн уйрăмах интереслĕ пулчĕç.Çавăн пекех В.П.Станьял çакăн пек уявсем ирттерни çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Акуча тăрăхĕн историйĕпе кăсăкланакан Е.Е.Ерагин вара И.Г.Григорьев произведенийĕсенчи сăнарсем çыравçăн тăван ялĕнче пурăннă çынсене аса илтерни çинчен каласа пачĕ. Ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе çыхăннă пичет материалĕпе паллаштарчĕ.

Çак ялта çуралса ÿснĕ В.И.Федотов  та уява килмесĕр тăма пултараймарăм тет. Акуча тăрăхĕн пуян  историне çитес ăрусене валли упраса хăаврасси хумхантарать ăна. Çвăнпа та çак ялта çуралса ÿснĕ çынсен пурнăçне, ял историйĕнчи паллă самантсене çутатаса паракан кĕнеке хатĕрлеме кирли çинчен каларĕ.

Мĕнле уяв ташă-юрăсăр пултăр-ха; Пухăннисен умне çак шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем И.Г.Григорьевăн  ачалăх кунĕсене сăнласа паракан инсценировкăпа тухрĕç.Пĕчĕк артистсен пултарулăхĕ пурне те савăнтарчĕ. Уйрăмах Мочалова Ладăпа Яковлева Юля хăйсен маттурлăхĕпе палăрчĕç.Çавăн пекех 5-мĕш класра вĕренекенсен вырăс  ташши тата 4-мĕш класра вĕренекенсем ташланă вальс пухăннисен асне нумайлăха асра юлĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика