09:53 06 марта 2017 г.
Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!
Сире çуркуннехи чи пĕрремĕш уявпа -Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Çак уяв кăна мар, пĕтĕм пурнăç, çĕр çинче мĕнпур ырри, пуласлăх та йăлтах сирĕнпе, сирĕн ятăрпа çыхăннă. Çуркунне пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет. Эсир вара ачăрсене пурнăç парнелетĕр, вĕсем чăн-чăн çын пулччăр, пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр, тесе хăвăртан килнине йăлт тăватăр.
Арçын кил хушшине упрать, хĕрарăм – кил ăшшине, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Эсир килте тирпей-илем кÿнипе пĕрлех çемьене ырлăхпа килĕшÿ, телей илсе килетĕр. Эсир çумра пулсан, чунра та лăпкă, килте те çутă та ăшă, хамăра вăйлă туятпăр. .Кăçал республикăра Ача амăшĕпе Ача ашшĕ çулталăкĕ, Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май малашне те хăвăрăн мăшăрăрсемпе çемье телейне упраса пурăнăр, ывăлăрсемпе хĕрĕсем те таса чунлă пулса ÿсчĕр. Мĕншĕн тесен пирĕн пурнăç, пирĕн тавралăх мĕнле пуласси чун тасалăхĕнчен нумай килет.
Эсир ĕçре те маттур, обществăлла пурнăçра та хастар. Нимĕнле йывăрлăхран та хăрамастăр. Вĕсене çĕнтерсе пыратăр, пуçланă ĕçе вĕçне çитеретĕр. Тавах сире чун ăшшипе çирĕп кăмăлшăн, район аталанăвĕшĕн тăрăшса вăй хунăшăн.
Хисеплĕ аннесемпе асаннесем, юратнă мăшăрсем, аппасемпе йăмăксем. Сире пурсăра та çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул, телей, юрату сунатпăр. Йăл кулă питĕртен ан кайтăр. Çемйĕрте яланах ăнланупа килĕшÿ пултăр, ачăрсем яланах савăнтарса тăччăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики