Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шурча шкулĕнче «Чăнкă каччă – 2017» конкурс иртрĕ

10:09 27 февраля 2017 г.

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Хÿтĕлевçĕсен кунĕ тĕлне Шурча шкулĕнче «Чăнкă каччă – 2017» конкурс иртрĕ. Конкурса пурĕ 8 каччă хутшăнчĕ: Андреев Никита, Пискарев Артемийпе Павлов Егор, Иванов Роман, Федоров Никита, Рыжков Василий, Андреев Константин тата  Степанов Александр. Хĕр ачасем арçын ачасене валли интереслĕ парнесем хатĕрлени уява илемлетрĕ.

Конкурс каччăсем чăваш тумĕсемпе мода кăтартнинчен пуçланчĕ. Унтан аслă вожатăй Борзаева Н.В. кашни арçын ача-конкурсант çинчен сăвăласа çырнă йĕркесем янăрарĕç. Чăваш каччисен ашшĕ-амăшĕн çулне халалланă конкурса та хутшăнмалла пулчĕ. Вĕсен куçĕсене хупса хăйсене вун пилĕк, çирĕм çул маларах илсе кайма  тÿр килчĕ. «Эсир пурте ачасен ашшĕсем. Сирĕн арăм килте çук. Ачасем вара – выçă. Манăн алăра хут татăккисем. Унта тĕрлĕрен çимĕçсен ячĕсене çырнă. Сирĕн халĕ черетпе çак хут татăккисене туртса кăлармалла та – ачасене çак çимĕçе çитерĕттĕрччĕ е çук – хурав памалла», - тесе пĕлтерчĕ ертсе пыракан Борзаев Степан. Каччăсем апат-çимĕçĕн усси çинчен лайăх пĕлни палăрчĕ.   

Тепĕр курăнăва каччăсем салтак тумĕсемпе тухрĕç. Тумĕсене вĕсем йĕркелÿçĕсем сĕннĕ çар çыннисен ячĕсем хушшинчен жреби майĕпе пайланă. Кам кăна çук кунта: пограничник, танкист, летчик, десантник, моряк, салтаксене тăрантаракан повар та, вĕсене сиплекен тухтăр та. Салтак çипуçĕсене класăн-класăн тĕрлĕ майпа хÿтĕлерĕс. Юрăсемпе ташăсем, инсценировкăсем, шÿтсем, анекдотсем, гитарăпа выляни – кашни номерĕ хăйне евĕр килĕшÿллĕ те илĕртÿллĕ пулса тухрĕ. Хыççăн вара «Салтак çырăвĕ» ятлă конкурс пуçланчĕ. Кашни конкурсантăн киле, амăшĕ патне çыру çырмалла пулчĕ. Çав тери пăлхавлă, хăшĕсем шÿтлĕ те пулса тухнă çырăвĕсем. Кулмалли те, йĕмелли те тупăнчĕ.

Тăхтавра ял библиотекин заведующийĕ Троицкая С.В., вăлах жюри членĕ курма килнисемпе экологи çулталăкне халалланă конкурс-пазл ирттерчĕ.

Виççĕмĕш курăну – джентльменсен костюмĕсемпе. Сăмаха жюри членĕсем - Троицкая С.В., Тюрина Н.И. тата Якоб В.И - илчĕç. Вĕсем  пĕтем конкурсант чăнкă каччă пулнине палăртрĕç. «Ырă каччă», «Маттур каччă», «Чипер каччă», «Хастар каччă», «Кăмăллă каччă», «Сăпайлă каччă», «Правур каччă», «Пултаруллă каччă» номинаципе мала тухнисене чыслдарĕç, хĕрлĕ хăюсем çакса ячĕç, пылак парнесем пачĕç.

Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ. Курма килнĕ ашшĕ-амăшĕ те, ачасем те йĕркелÿçĕ-вĕрентекенсене  тав сăмахĕсем каларĕç. Уяв ячĕпе сире, пирĕн хÿтĕлевçĕсем, чăнкă каччăсем!

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика