Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕç çыннин çулталăкĕнче Тури чăвашсен музейĕнче интереслĕ те анлă проект пурнăçланать

09:46 11 августа 2016 г.

Ĕç çыннин çулталăкĕнче Тури чăвашсен музейĕнче интереслĕ те анлă проект пурнăçланать: культура пайĕн пуçарăвĕпе кунта «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» ятпа ăстаçăсен фестиваль-конкурсĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн çулталăк тăршшĕпе кашни ял тăрăхĕ кунта ал ĕçĕсен куравне йĕркелет.

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче музей залĕнче Турай тата Катькас ял тăрăхĕнчи ăстаçăсен куравĕ уçăлчĕ. Курава халăх йышлăн пухăнчĕ. Пухăннă çынсене  художество пултарулăх ушкăнĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, курава «Асран кайми аки-сухи» илемлĕ юрăпа пуçларĕç.

«Ĕç çынна илем кÿрет» ятлă ăстаçăсен куравне Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павлов Николай Александрович уçрĕ. Вăл хăйĕн калаçăвĕнче «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» фестиваль-конкурс питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, проекта пуçаракансене тав сăмахĕ каларĕ, Турай ял тăрăхĕ питĕ пултаруллă та ĕçчен çынсемпе пуяннине пĕлтерчĕ. Кулакова Галина Геннадьевна ăстаçă хăйĕн пуян та илемлĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Григорьева Галина Алексеевна вара эрешлесе çыхнă хатĕрĕсемпе савăнтарчĕ.

Катькас ял тăрăхĕнчи «Ĕç вăл пурнăç илемĕ» ятлă алă ĕçĕсен куравне Угарова Анжелика Васильевна уçрĕ, унти ăстаçăсемпе паллаштарчĕ, хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе палăрнă çынсем питех те йышлă пулнине палăртрĕ. Петрова Тамара Алексеевнăн, Мазуркина Зинаида Васильевнăн, Мокина Алина Павловнăн, Серова Феоктиса Антиповнăн, Ершова Надежда Владимировнăн ĕçĕсене курсассăн, чăннипех те чун савăнать, пурăнас килет, татах та илемлĕ ĕçсем ăсталас килет. «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» фестиваль-конкурс ачасемшĕн те, ватă çулсенчи çынсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртас килет. Катькасри Культура çумĕнчи «Вĕтĕ шăрçа вăрттăнлăхĕ» кружокри ачасен ĕçĕсем те куçа илĕртеççĕ. Питех те илемлĕ-çке Охлина Светланăпа Верăн тата Егорова Наташăн ĕçĕсем.

Турай тата Катькас ял тăрăхĕнчи ăстаçăсен ĕçĕсемпе авăн уйăхĕн 19-мĕшĕчченех паллашма май пур, хыççăн эстафетăна Хорнуй ял тăрăхĕ йышăнать. Унти ăстаçăсен пултарулăхĕпе те малалли икĕ эрнере паллашма пулĕ. Çапла вара ноябрь уйăхĕчченех курав улшăнса тăрĕ.

Пурне те тури чăвашсен музейне çитсе курма сĕнетпĕр.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика