13:26 10 июня 2016 г.
Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!
Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.
Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан деклараци йышăннăранпа ыран шăпах 26 çул çитет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх уявĕ тесе паллă тăватпăр. Çак уяв – ирĕклĕхпе мир, килĕшÿлĕх уявĕ.
Унтанпа общество та, пурнăç та тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ. Йывăрлăхсем пулсах тăчĕç пулин те, пирĕн çĕршывăмăр - Раççей çулсерен вăйлансах, аталансах пырать. Мирлĕ пурнăç çулĕпе малалла çирĕп утăмсем тăвать.
Çĕршывăмăр пуласлăхĕ пирĕнтен кашнинчен килнине эпир лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та кашни хăй вырăнĕнче тăрăшса ĕçлетпĕр. Пĕр тĕллевпе пĕрле уй-хирте çăкăр çитĕнтеретпĕр, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илетпăр, çĕнĕ çуртсем, çулсем тăватпăр, кашни сферăна аталантаратпăр. Çавăнпа пĕрлех хамăр ачасем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе тăрăшатпăр.
Малалла та çапла пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, ĕçлесчĕ. Вара тăван Муркаш районĕ татах та илĕртÿллĕрех те вăйлăрпах, Чăваш Ен, аслă та мăнаçлă Раççейĕмĕр пуянрах та çирĕпрех пулĕ.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Çĕр çинче яланах мир пултăр. Ĕçлес ĕçĕр ăнса пытăр. Утас çулăр уçăлсах пытăр. Малашлăхăр телейлĕ килтĕр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики