Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çăва – сăваплă вырăн

16:49 26 мая 2016 г.

Оринин ял тăрăхĕнче пурăнакансем çăвана сăваплă  вырăн тесе шухăшлаççĕ, ăна  кирек хăçан та типтерлĕ  тытса тăма тăрăшаççĕ. Çăва картисене тирпейлессипе çулсеренех шăматкунлăхсем ирттереççĕ. Кăçал та çак сăлтавпах  Мулкачкасси тата Çеменькасси ял çăвисенче вырăнта пурăнакан хастарсем пухăнчĕç, хăйсемпе пĕрле кашниех ĕç хатĕрĕсем илсе тухрĕç. Çынсем çăвана хăрăк-туратран, çўп-çапран тасатрĕç, ытлашши сарăлса кайнă йывăçсене иртрĕç.

Мулкачкасси çăви çинчи çурт юрăхсăра тухни ял халăхĕ умне тахçанах çивĕч ыйту кăларса тăратать. Çавăнпа та,  кунта канăç тупнисен тăванĕсем,  пĕр шухăшлă пулса укçа пухма килĕшсе татăлчĕç. «Восток» ял хуçалăх ертўçи, Валентина Аркадьевна Налимова, çак хуçалăхри садри çурта куçарса кайма ирĕк пачĕ.

Паянхи кун вара Мулкачкасси çăви çинчи çурта çĕнетсе хута ярассипе тимлеççĕ. Ку ĕçе йĕркелесе ертсе пыма Мулкачкассинче пурăнакан, çак ял старости, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ - В.А. Калинин хăй çине илчĕ.  Ǎна пулăшаканĕсем вара, çак ялта пурăнакансемех: Николай Галкин, Юрий Галкин, Аркадий Иванов, Виталий Ефремов, Вячеслав Калинин.  Сивĕ вăхăтра çурта хутса ăшăтма меллĕ  пултăр тесе Лапкас ялĕнче пурăнакан Юрий Игнатьев кăмака туса пачĕ. Çитес вăхăтрах юсав ĕçĕсене вĕçлеме палăртаççĕ кунта тăрăшакансем. Ку вара  Çимĕк уявне пуриншĕн те пысăк парне пулĕ.

Оринин ял администрацийĕ çак пархатарлă ĕçре хастар хутшăннă çынсене тав сăмахĕ калать, пурне те çирĕп сывлăх сунать.  

 

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика