12:22 23 мая 2016 г.
1977-мĕш çултанпа майăн 18-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех музей кунне уявлаççĕ. Йӳçкасси тăрăхĕнче те Ф.С. Васильев музейĕ пур. Кунта та музей кунне уявлаççĕ. Музей кунĕ вăл музейра ĕçлекенсен кунĕ çеç мар, музейпа çыхăннă, халăх историне тата культурине хисеплекенсен уявĕ.Çавăнпа эпĕ музея йĕркелеме пулăшнă, экспонатсемпе пуянлатакан, музея çӳрекен ачасемпе çитĕннисене çак уяв ячĕпе саламлатăп, тав сăмахĕсем калатăп.
Майăн 20-мĕшĕнче вара музейра уçă алăксен кунĕ тата парне кунĕ иртрĕ. Çак кун музея кашниех тӳлевсĕр кĕрсе курма пултарчĕ. Ял ĕçченĕсем музей ертӳçи Н. Яковлева ирттернĕ экскурсие интересленсех итлерĕç, хăйсем кăмăллă пулнине пытармарĕç.
«Пирĕн патра музей пуррипе мăнаçланатпăр. Çамрăксемшĕн питех те кирлĕ вăл. Пирĕн пек аслăраххисем валли те кăсăкли чылай,» - терĕ Евдокия Гаврилова.
Хăнасем пушă алăпа килмен. Вĕсем музея тата темиçе экспонатпа пуянлатса хăварчĕç. Уйрăмах Кивĕ Матьăкри Афган вăрçин паттăрĕ Юрий Тарасов çитĕннĕ сăпка музейра вырăн йышăнни савăнтарать. Çапла кашни çулах музея кăмăллакансем, хаклакансем пуррипе музей пуянланса, аталанса пырать.
Музей кунĕ ячĕпе тепĕр хут Йӳçкасси тăрăхĕнче пурăнакансене саламласа кунта çӳреме йыхравлатăп. Музей кашнишĕн юратнă вырăн, канмалли, тавракурăма аталантармалли, пĕр шухăшлă е пĕр ĕçпе кăсăкланакансемпе тĕл пулмалли вырăн пултăр.
Н. Яковлева, музей ертӳçи
Территориальный отдел «Юськасинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики Чувашской Республики