Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Алла - аллăн – пурнăç çулӗпе

13:34 16 мая 2016 г.

Çулсеренех Çемье куне майăн 15-мӗшӗнче ирттерме палăртнă. Çак йăлана пăхăнса Москакасси культура Çуртӗнче майăн 14-мӗшӗнче культура Çуртне алла-аллăн пурнăç çулӗпе чылай çул хушши килӗштерсете юратса пурăнакан çемьесене йыхравларăмăр.Çак çемьесен шутне 10 çултан пуçласа 55 çулччен пурăнакан çемьесем кӗчӗç. 14 çемьене йыхравланă пулсан, 7 телейлӗ мăшăр килме кăмăл турӗç çак уява. Вӗсен шутӗнче 10 çул пӗрле пурăнакан çемье Алина Ивановнăпа Сергей Алексеевич Федоровсем - Вăрманкас Хачăк ялӗнечен,15 çул пӗрле пурăнакан Лилия Геннадьевнăпа Николай Николаевич Шариковсем – Ахмане ялӗнчен, 45 çул пӗрле пурăнакасем: Нина Васильевнăпа Николай Димитриевич Кошкинсем – Çӗлеменькасси ялӗнчен, Лилия Викторовнăпа Николай Витальевич Потряковсем – Мăрсак ялӗнчен, 50 çул пӗрле пурăнакан Светлана Витальевнăпа Анатолий Петрович Степановсем – Анаткас Хачăк ялӗнчен, тата 55 çул пурăнакансем: Зоя Петровнăпа Асколон Аверкиевич Максимовсем – Сидукксси ялӗнчен, Зоя Федотовнăпа Демьян Николаевич Степановсем – Москакасси ялӗнчен.

Çак мăшăрсене пӗрин хыççăн теприне Мендельсон кӗввипе курма килекенсенчен тӗрлӗ тӗслӗ лентăсенчен йӗркеленӗ аллея витӗр хитрее илемлетнӗ сцена çине хăпарма йыхравларӗ ертсе пыракан. Чи çамрăк мăшăр, Федоровсен çемьи, лента касма тивӗçрӗ. Мăшăр хыççăн мăшăр улăхса сумлă кӗрекене вырнаçрӗç.

Çак телейлӗ мăшăрсене саламлама Муркаш районӗн ЗАГС пайӗнчен Е.Л.Иванова килсе çитрӗ. Чăн малтанах вăл çак çемьесене тата залра ларакансене Çемье кунӗ ячӗпе Муркаш район администрациӗ ячӗпе ăшшăн саламларӗ, пурнăçра ырррине кăна сӗнчӗ, çемьере килӗшÿ те тату хуçалантăр терӗ.

Телейлӗ мăшăрсене Е.Иванова тепӗр хутччен мăшăрланнă ятпа çав тери ырă сăмахсем каласа ăшшăн саламларӗ, татах нумай çул хушши пӗр-пӗринпе шăкăл-шăкăл килӗштерсе пурăнма сӗнсе ЗАГС пайӗн юбилярсен альбомӗ çине алă пусса çирӗплетме ыйтрӗ. Хăйсен юратăвне алă пусса çирӗплетнӗ хыççăн,пӗр-пӗрне чуп туса саламлама ыйтрӗ ЗАГС пайӗн ертÿçи. Залра ларакансем пурте «Ӱçӗ»тесе кăшкăрчӗç.Çак савăнăçлă уяв ячӗпе район администрацийӗ ячӗпе тав çырăвӗсем тата кӗнекесем парса чыс турӗ.  

Çавăн пекех район администрацийӗнче вăй хуракан В.Г.Лаврентьев та çак илемлӗ мăшăрсене чунтан саламларӗ, пурнăçра ыррине кăна сӗнчӗ, телейлӗ пурăнма çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул сӗнчӗ. Асăнмалăх сăн ÿкерчӗксем çаптарчӗ. Çавăн пекех мăшăрсене тăванӗсем, ачисем парнесем парса чыс турӗç.

Ертсе пыракан кашни мăшăрпа ăшă кăмăлтан калаçрӗ. Кашни çемьене ыйтусем пачӗ, вӗсен хуравне залра ларакансем тимлӗн итлесе ларчӗç. Çемье пурнăçӗнче хăйсене валли те усăллă канашсем илме пултарчӗç куракансем.

Москакассси ял тăрăхӗ ячӗпе кашни çемьене чечек ҫыххисемпе парнесем парса чыс турӗç. Çавăн пекех Москакассинчи «Ечкерен çăлтăрӗсем» эстрада ушкăнӗн артисчӗсем илемлӗ юрăсем парнелерӗç мӑшӑрсене.

Уяв çав тери кăмăллă иртсе кайрӗ. Çак уява килнӗ çынсем килӗсене ăшă кăмăлпа саланчӗç. Телейлӗ мăшăрсем уява йӗркелекенсене тав сăмахӗсем каласа килӗсене тулли кăмăлсемпе саланчӗç.

    

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика