Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Кĕмĕл сасă - 2016"

13:16 29 марта 2016 г.

 Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен экономика аталанăвĕн министерстви пулăшнипе пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти филармони залĕнче регионсем хушшинчи "Кĕмĕл сасă" фестиваль ирттерчĕ. ЧР Культура министерстви, чăваш эстрада артисчĕсен союзĕ, "Чăваш ен ахахĕсем" фестивале йĕркелекенсем те купаллă тапĕлтерĕшлĕ уявран айккинче юлмарĕç. Фестиваль, чăннипех те, анлă та курăмлă иртрĕ. Пурĕ вун икĕ регионти чăваш çамрăкĕ çак конкурса килсе çитрĕ. Чăваш Енри районсемпе хуласенчен те "Кĕмĕл сасă" фестивале яш-кĕрĕм хастар хутшăнни палăрчĕ. Пурĕ вăтăр сакăр çамрăк чăваш эстрада юррине юрлас ăсталăха кăтартрĕ.Фестивале хутшăнакан çамрăксене саламлама ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, ЧР культура министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев çитрĕç. Вĕсем яш-кĕрĕме чăваш юррине çÿллĕ шайра кăтартма ăнăçу сунчĕç. Конкурс хĕрÿ те кăмăллă иртрĕ. Каçхине филармонире иртекен гала -концертра, конкурса хутшăннă чăваш юрăçисен ăсталăхне зал тулли халăхпа пĕрле пĕтĕмлетрĕ. 

 Пирĕн Муркаш район чысне районти культура çурчĕн пултарулăх ертÿçи Елена Филиппова хÿтĕлерĕ. Вăл Лариса Сергеева сăввипе Константин Марков кĕвĕленĕ «Çеçке çурчĕ юрату» юрра юрларĕ. Хăйĕн çепĕç сассипе тата пултаруллăхĕпе жюри членĕсене те куракансене те тÿрех тыткăнларĕ. Конкурса хутшăнакан вăтăр сакăр юрлакан хушшинче вăл виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика