Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Москакасси культура Çуртĕнче -30 çул

15:08 14 марта 2016 г.

Нумаях пулмасть Москакасси культура Çуртĕнче савăнăçлă та пысăк уяв каçĕ иртрĕ. Мĕнле сăлтавпа-ши? Паллах, çак культура Çуртне 30 çул хушши чунпа парăнса та юратса ěçлесе пыракан Галина Георгиевна Голубевăна халалласа. Культура Çуртне чĕннĕ хăнасем, ял-йыш, пускил, тăван-пĕтен, ача-пăча тата юратнă артистсем, ĕçтешсем тултарчĕç. Уява вара, палах, Г.Голубева «Шăпчăксем юрлатчĕç юрă» хаваслă юрăпа пуçларĕ. Çак уяв программине Прасковья Лебедева çав тери ăста ертсе пычĕ. Г.Голубевăн ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарса пычĕ. Экран çинче унăн ĕçĕ пĕтĕмпех куç умне тухса пычĕ.

1983-мĕш çулта Москакасси ял тăрăхне куçса килнĕ çамрăк хĕрарăм, юрра-ташша пит юратаканскер, культура Çуртне «Шуçăм» юрăпа-ташă ушкăнне пĕр шухăшламасăр çул тытать. Унăн талантне кунта ĕçлекенсем часах палăртаççĕ. 1986- мĕш çулта ăна «Передовик» совхозăн пуçлăхĕ Ю.И. Смирнов, профком ертӳçи В.М. Яндушкин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Г. Пирусов тата «Шуçăм» юрăпа ташă ушкăнĕн ертӳçи А.В. Макаров çавра сĕтел хушшине йыхравлаççĕ. Паллах, ку çамрăк хĕрарăмшăн кĕтменлĕх пулать. Мĕн пулнă - ши тесе вăл ирех кантуралла çул тытать. Ăна кунта ăшшăн кĕтсе илсе хăйсем мĕн сăлтавпа чĕнни çинчен пĕлтереççĕ. Культура Çуртĕнче ертӳçĕ кирли çнчен пĕлтерсен, Галина Голубева пысăк шухăша каять. Вăл халь кăна стройкăра хăйĕн ăсталăхне туптама пуçланă-çке тата ĕçĕ те питех те чуна килĕшет. Мĕнле-ха капла? Ташша-юрра юратнăранах пулĕ вĕсем сĕннине хирĕçлеме пултараймарĕ вăл.

Çапла вара 1986-мĕш çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Москакасси культура Çурчĕн ертӳçи пулса тăрать. Паллах, çăмăлах пулмасть çĕнĕ вырăнта хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне туптама, анчах та кунта ĕçлекенсем пулăшса тăнипе, çак çĕнĕ профессине пĕчĕккĕн хăнăхса пыма пуçлать Галина Георгиевна. Çăмăлах пулмарĕ çакна алла илме. Çыннисене те хăнăхмалла, культура Çуртне те тытса йĕркелесе пымалла. Вăл вăхăтра çак çурта угольпе хутса ăшăтмалла пулнă-çке. Вуттине те, угольне те çулсеренех илмелле.

Малтанах вĕренесси пирки шутламарĕ вăл, тен, ĕслесе яраймăп та терĕ. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, ятарлă пĕлӳ илмесĕр ĕçлеме çăмăлах мар пулчĕ. Мăшăрĕпе канашланă хыççăн, 1989-мĕш çулта Çĕрпӳри культура училищине вĕреме кĕрсе 1991-мĕш çулта алла диплом илме пултарать. Çав çулах унăн ывăлĕ, виççĕмĕш ача, Димитрий çут тĕнчене килет. Ку Голубевсен çемьишĕн питех те пысăк савăнăç пулать. Ача пăхса нумаях лармасть килте Галина, çулталăк иртсен ĕçе тухать.

«Шуçăм» пултарулăх ушкăнĕ çултан-çул вăйланса та çирĕпленсе пычĕ, кĕçех  «халăх» ятне илме пултарчĕ.

Галина Георгиевнăн çак 30 çул хушшинче мĕнле кăна дипломсемпе тав çырăвĕсем пухăнмарĕç пулĕ, медальсем илме те тивĕçрĕ çак пултаруллă хĕрарăм. Хăйĕн ĕçĕсěр пуçне обществăлла ĕçсенче те сахал мар вăй хурать вăл: 20 çула яхăн Москакасси ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи; 5çул «Единая Россия» парторганизацин секретарĕ; 10 çула яхăн районти культура ĕçченĕсен профсоюз председателĕ; 1 çул чăваш наци конгресĕн филиалĕн Москакасси ял тăрăхĕнчи секретарĕ; Москакасси ял тăрăхĕнчи профилактика канашĕн членĕ. Пур çĕрте те хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа пыма тăрăшнă вăл.

Паянхи кун вăл аслă пĕлӳ илнĕ, Чуваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççĕй шайĕче ирттернĕ «Женщина – директор года-2005» конкурсăн «Творческая натура» çĕнтерӳçи пулса медаль тата диплом илме тивĕçнĕ, 2014-мĕш çулта район шайĕнче, кăçал республика шайĕнче ирттернĕ конкурссен «Чи лайăх культура ĕçченĕ» çĕнтерӳçи пулса тăнă.

Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Матросов Г.Голубевăна ăшшăн саламларĕ, ырă сăмахсем каласа унăн ĕçĕпе çав тери кăмăллă пулни çинчен пĕлтерчĕ. Тата нумай çул хушши пĕрле ĕçлесе пыма сĕнсе, парне парса чыс турĕ.

Хăна хыççăн хăна, парне хыççăн парне парса чыс турĕç çак маттур та пултаруллă хĕрарăма. Савăнăçлă та илемлĕ уява илемлетсе пыракансем «Шураппа», «Шуçăм» артисчĕсем пулчĕç.

Уяв каçĕ вара питĕ кăмăллă иртсе кайрĕ.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика