Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăхăр ĕне усраççĕ

09:34 20 января 2016 г.

Акă Çĕнĕ 2016 çул хапхи уçăлчĕ. Чăваш Республикинче вăл Ĕç çыннин çулталăкĕ пулассине пĕлтерчĕç. Маншăн ку питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ тивĕçлĕ канури çын, пурнăçа мĕн ачаранах ĕçе халалланă. Пирĕн вăхăтрисен ачалăхĕ ĕçпе туптаннă çав. Ĕçлекен çынна вара мала хума вĕренмелле пирĕн, ĕçлекен çын çинче пурнăç тытăнса тăрать.

Çак шухăша пуçа илсе эпĕ Йÿçкасси ял тăрăхне кĕрекен Патаккасси ялне çул тытрăм. Ку ялта килĕрен майлах учительсемпе тухтăрсем пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхне те ялта нумай усраççĕ. Эпĕ вара ку ялта кам ĕне йышлă усранипе кăсăклантăм. Вăл 1950 çулта çуралнă Клавдия Петровна Батманова пулчĕ. Аслă пĕлĕве Хусанта ветеринари институтĕнче илнĕ. Мăшăрĕ Николай Михайлович Батманов инженер-механика вĕреннĕ. Тăрăшуллă мăшăр ялта ĕне чи йышлă усрать. Сумалли ĕне вĕсен тăхăр пуç. Çуллахи вăхăтра хуçалăхран куллен 130 литр сĕт параççĕ. 2010 çулта вĕсем выльăх йышлă тытнипе тата сĕт ытларах сутнипе район шайĕнче 1-мĕш вырăна тухса Диплома тивĕçрĕç. Ĕнесене сумалли аппаратпа сăваççĕ. Выльăх апачĕ вара хĕл каçма çителĕклĕ хатĕрлени курăнчĕ, вĕсене тирпейлĕн купаласа ятарлă виткĕч айне управа хунă.  

Вăкăр та тытнă май, ял çыннисем ĕнесене кунта илсе килеççĕ. Батмановсем выльăх-чĕрлĕх усрама ÿркенмеççĕ, пăрушĕ те, сурăхĕ те пур. Паллах, пĕчĕк мар хуçалăхри ĕçе алăпа туса çитереймĕн, Батмановсен трактор тата тĕрлĕ агрегат пур. Çемьере икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Володя ывăлĕ - ял хуçалăх академийĕн доценчĕ.

Клавдия Петровна - пур енлĕ ăста та тăрăшуллă специалист. Выльăх-чĕрлĕх чирлесен те çынсем ун патне пыраççĕ, вăл кашни çынна пулăшма тăрăшать. Вĕсене çынсем хисеплеççĕ, хăйсем те çынпа тарават. Вăл каланă тăрăх, виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсем малтан кунта пурăнман, халĕ вара ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне çирĕп тытса пыраççĕ. Ку ĕçре вĕсене ачи-пăчи чылай пулăшать. Акă сăн ÿкерчĕкре Клавдия Петровнăна кĕрĕвĕпе Александр Никифоровпа куратăр. Хуçалăхра мĕн пуррине йăлтах харпăр хăй укçипе йĕркелеме вăй-хал çитернĕ.

Малашне те вĕсене хуçалăх ĕçĕнче ăнăçу сунатăп.

И. Яковлев.

Хурăнкасси ялĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика