08:53 30 декабря 2015 г.
Муркаш Енĕн хисеплĕ çыннисем! Хаклă юлташсем!
Çитсе килекен Çĕнĕ 2016 çул тата Раштав уявĕсемпе сире чĕререн саламлатпăр.
Иртсе каякан çулта йывăрлăхсене пăхмасăрах пурте тăрăшса ĕçлерĕмĕр, пĕр-пĕрне ăнланса пĕрлехи ÿсĕмсем турăмăр. Çакăншăн сире пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те пирĕн хамăрăн халăх, район, республика атланăвĕшĕн тăрăшса, тухса тăракан ыйтусене пĕрле хутшăнса, пĕр-пĕрне ăнланса татса парас пулать.
Çĕнĕ çул пурин килне те лăпкăлăх, ăшă та ырă туйăмсем, çĕнĕ ÿсĕмсем илсе килтĕр. Сирĕн пурнăç савăнăçлă самантсемпе, ырă улăшнусемпе тулли пултăр. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пурсăра та çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăнăçлăх тата юратупа килĕшÿ сунатпăр. Çĕнĕ 2016 çулпа сире!
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н. Ванеркин тата В. Мидуков.
Моргаушский район Чувашской Республики