Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Новым 2016 годом и Рождеством Христовым

14:42 29 декабря 2015 г.

Хаклă ентешсем!   Муркаш районĕн çыннисем!

Пурнăç пĕр вĕçĕм малаллах каять. Каллех, акă, Çĕнĕ çул çитрĕ. Кашни çын ăна çĕнĕ ĕмĕтсемпе, çĕнĕ тĕллевсемпе кĕтет. Çĕнĕ çулта пурнăç лайăхрах, çăмăлрах та лăпкăрах пуласса шанаççĕ пурте.

2015 çула район ĕçченĕсем, йывăрлăхсене пăхмасăрах, япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕç. Кăçал район çыннисен пурнăçĕнче нумай ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Ялсем те çĕнелсе улшăнчĕç. Ялсем хушшинче çул тăвас ĕç пуçланчĕ.  Ку ĕçе çитес çул малалла тăсма тĕллев лартатпăр.

 2016 çулта пур отрасльте те  ÿсĕмлĕ ĕçлеме пур майсем те пур. Ял хуçалăх ĕçченĕсем те, промышленноçпа строительствăра, суту-илÿре  вăй хуракансем те, халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас енĕпе тăрăшакансем те, культура ĕçченĕсем те çĕнĕ çулта çĕнĕ чикĕсем çĕнсе илессе, малалла тата та ÿсĕмлĕрех вăй хурасса шанас килет. Çĕнĕ çулти çĕнĕлĕхсем кашни çыннăн яваплăхне ÿстерме ыйтаççĕ. Пурте пĕр тĕллевпе ответлăха  туйса вăй хурсан, эпир çĕнĕ çулта та умри тĕллевсене пурнăçлăпăр.

Çитес 2016 çул Раççейре Кино, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ пулать. Муркашсем яланах ĕçлеме юратнипе, ĕçлеме пултарнипе палăрнă. Ĕçне кура хисепĕ те пур пирĕн.  Çитес çулта та хамăр тăрăшулăхпа çĕнсе илнĕ ята-сума татах хушас тесе пĕрлех тăрăшса ĕçлесчĕ.

Пурне те Çĕнĕ çул, çывхарса килекен Христос çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатпăр. Çĕнĕ çулта ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр.

                                                    

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                             Р.Н. Тимофеев.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика