Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кашмаш хĕрĕ Виктория - «Чăваш пики - 2015»

11:31 14 декабря 2015 г.

Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Виктория Тихонова çуркунне «Муркаш пики – 2015» конкурс çĕнтерÿçи пулнине пирĕн районта пурăнакансем лайăх астăваççĕ пулĕ-ха. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ятарлă парнипе дипломне те ун чухне вăлах тивĕçнĕччĕ.

Иртнĕ шăмат кун вара Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе тата Чăваш ен Культура министерстви пулăшнипе Шупашкарти филармонире иртнĕ «Чăваш пики - 2015» регионсен хушшинчи конкурсра Виктория Муркаш район ятне питĕ чыслă хÿтлерĕ. Конкурсри тăватă тапхăр хыççăн сумлă жюри Муркаш хĕрĕ «Чăваш пики - 2015» ята тивĕççине палăртрĕ.

Паллах, Муркашран кайнă пулăшу ушкăнĕн савăнăçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пулчĕ, мĕншĕн тесен18 хĕр йышĕнче хореографа вĕренекенсем те, культура сферинче вăй хуракан çамрăк специалистсем те сахал марччĕ. Виктория вара Муркашри вăтам шкулти 11 класра вĕренет.

- Çак çĕнтерĕве эпĕ кăна кĕтмен. Манăн анне Елена Алексеевна, манăн Михаил Алексеевич пиччепе Тамара Алексеевна аппан çемйисем те питĕ кĕтрĕç, шанчĕç, пулăшрĕç, хавхалантарсах пычĕç.

Çĕнтерÿ чылай çын тăрăшнипе пулчĕ: Людмила Игнатьева вĕрентекенпе, Людмила Митрофанова хореографпа эпир çĕрне-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек тар тăкса ĕçлерĕмĕр. Пирĕн Муркаш шкулĕнчи директор çумĕ Надежда Казакова  тата вĕренекенсем мана питĕ нумай пулăшрĕç. Муркашри Культура çурчĕн ертÿçине Надежда Смирновăна, кунта ĕçлекен Алена Филипповăпа Екатерина Яковлевăна, ача-пăча искусство шкулĕн преподавательне Радимир Семенова, ЧНК районти уйрăмĕн ертÿçине Наталия Николаевăна, мана пулăшнă мĕнпур çынна питĕ пысăк тав сăмахĕ клатăп, - çапла палăртать Виктория.

Конкурсра яланхи пекех тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене те палăртрĕç. Вĕсене спонсорсем пулăшнипе хаклă парнесемпе чысларĕç. Виктория вара Крыма кайса канмалли путевка çĕнсе илчĕ. Конкурсăн çак тĕп парнине пирĕн ентеш - строительствăпа производство компанийĕн ертÿçи Павел Вязов хатĕрленĕ. Вăл конкурспа ку таранччен те тачă çыхăну тытнă. Яланах Муркашсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе тăраканскер,  Виктория илемлĕ те хÿхĕм, ăслă-тăнлă та çепĕç пикесен йышĕнче чăнах та чи пултарулли пулнине палăртрĕ.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика