09:05 29 сентября 2015 г.
Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрçă тата ĕç ветеранӗсем!
Cире Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.
Пулас ăрусем телейлĕ пулччăр тесе сирĕнтен чылайăшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçса, тылра ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Ырми-канми тăрăшса вăрçă хыççăнхи çулсенче çĕр шыва аталантарас ĕçе кашнийех пысăк тÿпе хывнă.
Паян та эсир обществăлла ĕçре те, спортра та хастарлăхпа палăрса тăратăр.
Ват çын – тăват çын тесе ахальтен каламан. Сирĕн сумлă ĕçсем, пурнăç опычĕ, паха канашсем пире йывăрлăхсене çĕнтерсе тĕрĕс çулпа утма пулăшаççĕ. Хăвăрăн ырă тĕслĕхпе эсир çамрăксене тăван çĕре юратма, халăхăн йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентетĕр.
Аслă ăру çыннисен пурнăçне лайăхлаттасси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Ватӑ ҫынсене паракан социаллӑ пулӑшӑвӑн пахалӑхне ÿстерес тесе республикăра, районта тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑннӑ.
Сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей, çывăх çыннăрсен чун ăшшипе юратăвне туллин туйма сунатăп.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ В.К. Ананьев
Моргаушский район Чувашской Республики