Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш наци конгресĕн» Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕ пулчĕ: ачасене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентесси – ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ

18:36 09 апреля 2015 г.

 

 

 «Ача сачĕсенче ирттерекен мероприятисенчен  çуррине чăвашла ирттермелле. Ачасем çавăнтанах чăвашла калаçма вĕренеççĕ», - терĕ паян район администрацийĕн пуçлăхĕ  Ростислав Тимофеев «Чăваш наци конгресĕн» регионсем хушшинчи обществăлла организацийĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕнче.

Ростислав Николаевич районти вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайне ку таранччен миçе ача садĕнче миçе мероприятие чăвашла ирттернине тишкерме хушрĕ. Çак ыйтăва малалла та куçран вĕçертмелле марри çинчен каларĕ.

Ларура шăпах пĕрремĕш ыйтупа чăваш чĕлхине аталантарассипе туса ирттернĕ ĕçсене пăхса тухрĕç. Лару та   чăвашлах иртрĕ.

Тĕрĕсех калать район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З.Ю. Дипломатоватăван чĕлхе янравлăхне ача чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен илтсе калаçма вĕренсе пырать, тесе.

Анчах, шел пулин те, халĕ ашшĕ- амăшĕсем хăйсен ачисемпе килте тăрăшсах вырăсла калаçаççĕ. Хăшĕсен вырăс грамматики хытах «уксахлать» пулин те, чăваш чĕлхи «картинчен» пăрăнса, вырăс чĕлхин анкартийĕ еннеллех «утаççĕ».

Çавăнпа та, Ростислав Николаевич каланă пек,  ача сачĕсенче мероприятисене чăвашла ирттерсен, харăсах «ик мулкача» тытма пулать. Пĕрремĕшĕнчен, ачасем чăвашла калаçма вĕренеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, вĕсем çапла майпа хăйсен ашшĕ-амăшне те тăван чĕлхепе калаçма хăнăхтарĕç. Ачисемпе вăл е ку уява хатĕрленнĕ май вĕсен те хăйсене амăшĕ парнеленĕ чĕлхене «аса илме» тивĕ.

Чăваш Енре çак çула чăваш литературин никĕслевçин, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн Константин Васильевич Ивановăн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çавна  май район администрацийĕн пуçлăхĕ кашни мероприятие çакăнпа çыхăнтармалли çинчен аса илтерчĕ.

Зоя Юрьевна та юлашки çулсенче ачасем «вырăсланса» кайнине палăртрĕ. Районти шкулсенче чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнине тĕпе хурса, ăна хисеплеме, юратма вĕрентсе пыраççĕ. 25 шкултан 24-шĕ наци шкулĕн программисемпе ĕçлесе пыраççĕ. 1-4 классенчи вĕрентĕве  патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класран пуçласа  çĕнĕ стандартсем вăя кĕрсе пырĕç.

Чăваш чĕлхипе литратура предметне 31 вĕрентекен ертсе пырать. Вĕсенчен 35,5 проценчĕ аслă категориллĕ, 48 проценчĕ пĕрремĕш категориллĕ. Вĕрентекенсен 18 проценчĕн ĕç стажĕ 20 çултан иртнĕ. Ку учительсен ĕç опычĕ пуяннине тата вĕсем хăйсен ĕçне юратнине кăтартса парать. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем, çулсерен район тата республика шайĕнче ирттерекен професси ăсталăхĕн конкурсĕсене хутшăнса, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Пултаруллă вĕрентекенсен пултаруллă вĕренекенĕсем вара тăван чĕлхене, тăван халăхăн культурине пĕлнине регионсем хушшинче ирттерекен шкул ачисен олимпиадинче, ăслăлăх конференцийĕсенче, интернет-олимпиадăсенче тата аслă вĕренÿ заведенийĕсем ирттерекен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнса çирĕплетсе параççĕ. Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ чылай мероприятие те (викторинăсене, ăс-тăн вăййисене, вăйă-конкурссене) хаваспах хутшăнаççĕ.

Зоя Юрьевна çавăн пекех К.В. Иванов çулталăкне халалласа ирттермелли мероприятисен планне  çирĕплетни çинчен каларĕ.  . Кăрлач уйăхĕнче литература çулталăкне халалланă уроксем иртрĕç. Нарăс уйăхĕнче вĕрентекенсен литература урокĕсен фестивальне 11 вĕрентекен хутшăнчĕ. Пуш уйăхĕнче ачасен конференци-фестивалĕ иртрĕ. Ака уйăхĕнче ача сачĕсенче, шкулсенче чăваш чĕлхи эрни иртет. Литература çулталăкне халалланă мероприятисене районта  çитес вĕренÿ çулĕнче малалла тăсма палăртаççĕ.

«Чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси пĕр кунта пулса пымасть. Чĕлхе илемне туйма, тăван халăх культурипе, пултаруллă çыннисемпе мăнаçланса, çамрăксене вĕсем пек пулма кулленех  вĕрентсе пымалла пирĕн», - тесе шутлать Зоя Юрьевна.

Районта иртекен уявсенче  те ăна ертсе пыракансем, район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн ертÿçи Е.Г. Чернова каланă тăрăх, харăсах  чăвашла та, вырăсла та ертсе пыраççĕ. Чăн чăвашла уявсем вара, районти «Акатуй», Чăваш чĕлхи кунĕ, «Чăваш пики» конкурс чăвашлах иртеççĕ.

Çынсене тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене вулама хистекен мероприятисем те культура учрежденийĕсенче кăçал сахал мар иртрĕç. Хамăр ентешĕмĕр Василий Сипет çыравçă 70 çул тултарнине халлалласа, унăн «Хăлхасăр, куçсăр вăрманта» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.

Елена Геннадьевна çакăн пек тĕслĕхсене татах та илсе кăтартрĕ. Ильинкăри библиотекăра Ю. Сементерпа А. Дмитриевăн «Сехетсен çĕршывĕнче» кĕнеки тăрăх конференци пулчĕ.  Шашкар, Сосновка, Исетерккĕ, Анаткасси библиотекисенче вара Ангелина Павловскин «Вĕрене шывĕ те пылак»  кĕнекине сÿтсе яврĕç.

Районти художество пултарулăх ушкăнĕсем те республикăра кăна мар, унăн тулашĕнчи чăваш халăх уявĕсене те  хаваспах хутшăнаççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев районти библиотекăсенче  чăвашла кĕнекесем мĕн чухлĕ пулнипе кăсăкланчĕ. «Район бюджетĕнчен кĕнеке туянма 100-150 пин тенкĕ укçа тупатпăрах. К.В. Иванов çулталăкĕнче те çакна тумасан, хăçан тумалла ку ĕçе», - терĕ.  Ростислав Николаевич тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме хушрĕ. 

Ларура çавăн пекех Чăваш наци конгрессĕн хамăр районти уйрăмĕн кăçалхи ĕç планне çирĕплетрĕç. Ытти нумай-нумай мероприятипе пĕрле унта кăçал апрель уйăхĕнче йăлана кĕнĕ «Чăваш пики» конкурса ирттерме йышăнчĕç. Унта вăтам шкулсен пурин те хутшăнмаллине палăртсах хăварчĕç.

Ларура районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн пай редакторне Н.Н. Николаевăна Чăваш наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçине суйларĕç.

 

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика