Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Лартса хунă йывăçсене упраса хăварасчĕ…

10:11 02 мая 2014 г.

Йывăç-тĕм лартакансем, çутçанталăк тусĕсем, çуркуннепе кĕркунне хăйсен юратнă ĕçне пуçăнаççĕ. Вĕсем ăна чун ыйтнипе, çутçанталăка пулăшас, тавралăха илем кӳрес тесе пурнăçлаççĕ.

Оринин ял тăрăхне кĕрекен Чамăш ялĕнче пурăнакан пĕр урамри кÿршĕсем те Çуркуннепе Ĕç уявне лайăх  кăмăлпа кĕтсе илчĕç. «Йывăç ларт тата ăна упра» акцие хутшăнса вĕсем пурте пĕр шухăшлă пулса ял хыçĕнчи улăхра йывăçсем лартса хăварма шутларĕç. Ку пуçарăва çак урамрах пурăнакан Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.С.Волков та ырларĕ, пĕрле ĕçлеме тухрĕ. Малтан кÿршĕсем вăрман хĕррипе шăтса тухнă çамрăк хунасем кăкласа килчĕç, унтан вара ял хыçĕнчи улăхалла çул тытрĕç. Çак ĕçре кашни хутшăнакана ятран асăнса хăварас килет: Р.В. Ремнева, И.М.Николаева, А.И.Белков, çавăн пекех Федотовсен, Волковсен, Курбановсен, Ершовсен çемьисем. Пĕтĕмпе 100 ытла хурăн, çăка, пилеш,  чие çырли  хунавĕсем лартса тухрĕç. Ĕç вĕçленнĕ май, тÿпене пĕлĕтсем хупласа илчĕс, çумăр çума пÿçларĕ. Ку, паллах, лайăх паллă, хунавсен малалла çеç ешерсе ÿсмелле.  «Çакăн пек ырă ĕçсем малашне те тăвасчĕ, лартса хунă йывăçсене упраса хăварасчĕ», - теççĕ чамăшсем. 

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика