Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ветерана тав сăмахĕ кала!

11:32 05 мая 2014 г.

Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне хăйĕн ячĕпе тав сăмахĕ калама май пур. «Раççей почти» «Ентешсем тав туни» ятпа Пĕтĕм Раççей акцине ирттерет.

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен - вăл шутра фронтовиксен те, тыл ĕçченĕсен те йышĕ çул иртнĕ çемĕн сахалрах та сахалрах. Хальхи вăхăтра республикăра кун пек 20509 ветеран пурăнать.

Пирĕн тивĕç - кун пек çынсене савăнăç саманчĕ парнелесси, тав сăмахĕ çырса открытка ярса парасси. Сăмахĕсем ансат: «Дорогой ветеран! Спасибо Вам за Победу! Мы помним о Вашем подвиге и гордимся Вами!». Хыççăн открыткăна почта ещĕкне яма ан манăр. Эсир ветеранăн ятне те, ăçта пурăннине те пĕлместĕр пулĕ. Анчах шанма пултаратăр: «Раççей почти» сирĕн салам сăмахĕсене ветеран патне çитерĕ.

Ветерана эсир çавăн пекех почта çыхăнăвĕн операторĕ, почтальон урлă та саламлама пултаратăр, открыткăпа пĕрле парне те туянса пама май пур. Почтальонсем сирĕн открыткăсемпе парнесене Раççей Президенчĕн саламĕпе пĕрле ветерана майăн 9-мĕшĕччен çитерсе парĕç.

Федерацин «Раççей почти» патшалăх унитарлă предприятийĕ Пĕтĕм Раççейри «Ентешсем тав туни» акцие виççĕмĕш çул ирттерет. 2012 çулта акцие 25 регионта кăна ирттернĕ. Ун чухне 300 пине яхăн салам открыткине ветерансем патне çитерсе панă. Асăннă акцие Раççейри чи лайăх социаллă проектсенчен пĕри тесе палăртнă. 2013 çулта вара акцие пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ. Унта çĕршер пин çын хутшăннă. Почтальонсем вара Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем патне çур миллион ытла салам çитерсе панă.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика