Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 14:10. Нумай функциллĕ центр ĕçĕ анлăланать

00:00 21 марта 2013 г.

Район администрацийĕнче «пĕр чÿрече» мелĕпе ĕçлекен нумай функциллĕ центр халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăнни питĕ меллĕ. Кунта килнĕ çынна чи малтанах тивĕçлĕ консультаци параççĕ, документсене йышăнаççĕ. Палăртнă вăхăтра унăн хатĕр документсем илме килмелле кăна.
Нумай функциллĕ центр халăха кăткăс, документпа справка пухасси вăрах тăсăлакан ыйтусемпе йышăнать. Ку таранччен унăн услуги шутне çĕр арендин килĕшĕвне тăвасси, çĕр лаптăкĕн суту-илÿ килĕшĕвне йĕркелесси, çĕр лаптăкĕн тĕллевне улăштарасси, муниципаллă пурлăх реестрĕнчен çырни, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен шутне кĕртнĕ çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма (тума) социаллă тÿлев валли свидетельство парасси кĕнĕ.
Кунти ĕç-хĕл анлăлансах пырать. Халĕ вара хушма услугăсем шутне çурт-йĕр çĕклеме çĕр лаптăкĕсем уйăрасси (объект ăçта вырнаçасси пирки маларах палăртнипе тата унсăр); строительство ĕçĕпе çыхăнман ĕç-хĕл валли çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси; муниципаллă харпăрлăхри çурт-йĕре (анчах та пурăнмалли çурт-йĕр мар) арендăна парасси кĕрет. Иккĕмĕш кварталта вара асăннă центр Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн услугисемпе те тивĕçтерме палăртать. Çапла вара патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерес çул-йĕр пурнăçланни куç кĕрет.
Центр ĕçченĕсем район çыннисене яланах хапăл тăваççĕ, услугăпа тивĕçтересси пирки тĕплĕнрех 62-3-15 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика