Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:30. Орининти вăтам шкулта - Çăварни уявĕ

00:00 14 марта 2013 г.

16:30.   Орининти вăтам шкулта - Çăварни уявĕ

Фоторепортаж

 

Орининти  вăтам шкулта вĕренекенсем Çăварни уявне ирттерчĕç. Урамра сивè çанталáк тáрать пулин те, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем уроксем вèçленсен шкул картишне пуçтарăнчĕç. Cавăнăçлă уява шкулти чáваш чèлхи урокèсене  вèрентекен Н.С. Блинова йĕркелесе ертсе пычĕ.

Ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле кукăль-пўремеч, çуллă çатма икерчи пèçерсе хатĕрленĕ, вĕсен тутлă шăрши сăмсана кăтăклать. Кунтах сăмаварсенче чей пăсланать. Ачасем савăнсах пĕр-пĕрне кăна мар, хăнасене те хăналаççĕ.

Уяв питĕ хаваслă та интереслĕ иртрĕ. Малтанах 8 класра вèренекенсем  Çăварни юррипе саламларèç пухáннисене.

Çăварни çуни çèн çуна!

Çăварни çуни çèн çуна!

Лара пèлмен хèрсене

Шуçтарать те ўкерет, — янăрарĕ шкул картишĕ.

Кашни класс хáйèн пултарулáхèпе савáнтарма тáрáшрè куракансене.

Ун хыççăн вăйăсем пуçланчĕç. Мĕнле кăна вăйă-кулă шутласа тупман-ши уява ертсе пыракансем! Çăварни çуни капăрлатасси, чи тулăх сĕтел хатĕрлесси, ушкăнсемпе ăмартасси, вĕрен туртасси, тупмалли юмахсем  çине хуравсем шырасси  тата ытти тĕрлĕ вăйă — вĕсенче ачасем хаваспах хутшăнчеç.

Епле-ха тата çáварни уявèнче илемлетнè лашасемпе катаччи чупмасан? Уяв уяв пек пултáр тесе Чамáш ялèнче пурáнакан Рязанов Г. В. илемлè хáюсемпе капáрлатнá юланучèпе ачасене ярáнтарма килсе çитрè. Ачасемшèн, паллах, ку пысáк парне пулчè. 

Уяв вара, яланхи пекех, улăм катемпине чĕртсе çунтарнипе вĕçленчĕ. Авалхи йăлапа чир-чĕртен сывалма çунакан «Çăварни карчăкĕ» йĕри-тавра кашниех виçĕ хутчен чупса çаврăнма тăрашрĕ. Пĕтĕм усал-тĕсел, чир-чĕр, хаяр хĕл кая юлтăр! - тесе, Çăварни Карчăкки кĕлленсе пынине сăнарĕç уява хутшáнакансем.

Çакăн пек уявсем ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене тата вĕрентекенсемпе администраци хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет. Чунра ырá туйáм, савáк кáмáл çуратать. Уяв ячĕпе сире, тăвансем!

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика