Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 09:30. «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» поэзи каҫӗ иртрӗ

00:00 13 марта 2013 г.

09:30.  «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» поэзи каҫӗ иртрӗ

Тӑван  чӗлхемӗр – пирӗн истори, пирӗн эткерлӗх, пирӗн пуласлӑхӑн малашлӑхӗ. Чи иксӗлми чӗлхе пуянлӑхне вара чӑваш литературин эткерӗнче куратпӑр. Ҫак пуянлӑх никӗсне хывакансенчен пӗри – чӑваш халӑх поэчӗ – Митта Ваҫлейӗ.

Митта Ваçлейĕ (Митта Василий Егорович) 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. 9 ачаллӑ ҫемьере чи асли пулнӑ вӑл. Çак пурнăç çине те урăх куçпа пăхма вĕрентет, ыттисемшӗн тӑрӑшма  хистет поэта. Митта Ваҫлейӗ Чĕмпĕрти педтехникумра пĕлӳ пухнă. Учительте, колхоз ҫамрăкĕсен шкулĕн ертӳҫинче, райхаҫатăн яваплă секретарĕнче ĕҫленĕ. Çырас ĕçе вăл сăвăран пуçăнать, 1925 çулта «Сунтал» журналта ун пĕрремĕш сăвви («Тăван çĕршыв») çапăнать. Чăваш литературинче Митта Ваçлейĕ тĕрлĕ жанрпа çырса тарăн йĕр хăварнă. Вăл çырнисем критиксемшӗн ҫивӗч калаҫу сӑлтавӗ пулса тӑнӑ, вĕсене кĕçех вĕрентӳ кĕнекисене те кĕртнĕ. Поэт ырă ячĕ чăваш халăх историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕ. Сăвăç 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ.

Ҫак кунсенче чӑваш халӑхӗ мухтавлӑ поэтӑмӑрӑн 105 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Муркаш районӗн ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп библиотека Митта Ваҫлейне халалланӑ «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» ятпа поэзи каҫӗ ирттерчӗ. Унта Муркашри вӑтам шкулта 9А класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ, поэт кун-ҫулӗпе паллашнӑ май унӑн вӗренӳ программине кӗртнӗ сӑввисене аса илчӗҫ, ытти паллӑрах хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ. Кунсӑр пуҫне вӗренекенсемшӗн сӑвӑҫ пултарулӑхне ытти паллӑ чӑваш ҫыравҫисем мӗнле хак пани те кӑсӑклӑ пулчӗ.

Сӑмахран, Алексей Талвир çыравçă палӑртнинчен: «Вăл ят ĕмĕре асăнса ăна упрама, çамрăк чухнехи вăхăта сая ярасран сыхланма астутарни паянхи çамрăксене ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентеççĕ. “Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур – юлташ пултăр хăвăнтан маттур!”– тесе çырать Митта. Тем пек тĕрĕс каланă поэт – çамрăксене кампа юнашар утмаллине вĕрентсе сăвăланă сăмах!»

Мероприятире «Литературӑллӑ Чаваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем тавра та пулчӗ калаҫу. Вӗсем хушшинче Митта Ваҫлейӗн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗн Николай Исмуковӑн «Хуратнӑ кӗмӗл» кӗнеки те. Вулавӑш ӗҫченӗсем ҫамрӑк вулакансене унпа паллаштарчӗҫ, сӑввисене тишкерчӗҫ.

Николай Исмуков поэзийĕ философиллĕ туртăмпа палăрса тăрать. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Çĕр юрри» (1990), «Ахăр самана» (1992), «Тăват йĕркен» (1997), «Хĕрлĕ пилеш сапаки» (2003), «Хуратнӑ кемӗл» (2011). Поэта 1988 çулта СССР çыравçисен союзне илнĕ. Н. Исмуков — ЧР ӳнерĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, патшалăх премийĕн лауреачĕ, паянхи чăваш поэзийĕн чи пысăк ăстисенчен пĕри. Конкурс ҫинчен тӗплӗнрех район администраци сайчӗ ҫинче вырнаҫнӑ «Внимание! Литературный конкурс» ятарлӑ баннерта вуласа пӗлме пулать.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика