Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 13:45. Çамрăксен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ

00:00 28 января 2013 г.

Бокс
Январĕн 11–13-мĕшĕсенче Чулхула облаçĕнчи Лысково хулинче бокс енĕпе Раççей турнирĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти çамрăк боксерсем те ăнăçлă хутшăнчĕç. Н. Пегасов (32 кг) çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. А. Кудряшов (34 кг), И. Налимов (40 кг), Д. Грачев (46 кг), Г. Балканов (42 кг) пурте иккĕмĕш вырăнсене тухнă.
Биатлон
Январĕн 15–17-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççейри шкул ачисен хĕллехи улттăмĕш спартакиадин 1-мĕш тапхăрне хутшăнма суйлав ăмăртăвĕсем пулчĕç.
Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК воспитанникĕсем те çак ăмăртусене хутшăнчĕç. Светлана Соколова тата Диана Чернова ăнăçлă ăмăртнă. Пĕрремĕш кунне спринт чупăвĕнче Светлана 1-мĕш, Диана 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш кунне çавăн пекех хĕрсем 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тухнă.
Çапла майпа С. Соколова та, Д. Чернова та февральте Мордови Республикинче иртекен Раççей ăмăртăвне хутшăнма путевкăсем çĕнсе илчĕç.
Армспорт
Январĕн 16–20 мĕшĕсенче Чулхулара Атăлçи федераллă округăн армспорт енĕпе пысăк ăмăрту иртрĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче Ярапайкассинчи вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Иванова та пулчĕ. 1995–1996 çулсенче çуралнă хĕрсен ÿсĕмĕнче алă вăйне виçсе вăл 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.
Йĕлтĕр спорчĕ
Январĕн 18-мĕшĕнче Çармăс Республикин Туçи çармăс районĕнчи Виловатово салинче уçă ăмăрту иртрĕ. Пирĕн районти В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн воспитанникĕсем унта хутшăнса киле лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç.
2001 çулта çуралнисен тата кĕçĕнреххисен ÿсĕмĕнче Сергей Белов тата Анжела Федорова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, Никита Петров виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Асăннă ачасем пурте Муркашри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Орининти вăтам шкулта вĕренекен Анна Пушкова та çак ÿсĕмре виççĕмĕш пулнă. Вăтам ÿсĕмри хĕр ачасем хушшинче Ева Гордеева тата Анна Милютина (иккĕшĕ те Муркашри вăтам шкултан) финиша иккĕмĕш тата виççĕмĕш çитнĕ. В. Киселев тренер патĕнче хăйсен ăсталăхне ÿстерекен çак спортсменсем пысăк шанчăк параççĕ.
Январĕн 19–20-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче Раççейри шкул ачисен хĕллехи улттăмĕш спартакиадине хутшăнма виççĕмĕш тапхăрăн суйлав ăмăртăвĕсем иртнĕ. Йĕлтĕрпе чупакансем хушшинче питĕ хĕрÿ кĕрешÿсем пулнă. Муркашри В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан çамрăк спортсмен Лариса Зайцева (тренерĕ В. Кузьмин) икĕ кунĕнче те виççĕмĕш вырăн çĕнсе илсе Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнма май паракан путевкăна тивĕçнĕ.
И. Смирнов тренерăн воспитанникĕсем Алексей Харьков тата Алексей Трофимов, В. Киселев тренерăн воспитанникĕ Галина Михайлова, Н. Скворцов тренерăн воспитанникĕ Валерий Борисов, В. Кузьмин тренерăн воспитанникĕсем Елена тата Зоя Зайцевăсем, Н. Степанов тренерăн воспитанникĕ Стас Степанов хăйсен ÿсĕмĕсенче ăмăртса финиша малтанхи вунă йĕлтĕрçĕ йышĕнче çитнĕ.
Хоккей
Тунти кун, январĕн 21-мĕшĕнче, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК пăрĕ çинче пирĕн районти çамрăк хоккеистсем Шупашкарти «Тус» командăпа тĕл пулчĕç. Хоккейра 1998–1999 çулсенче çуралнă яшсем вăй виçрĕç. Унччен зонăри ăмăртусене выляса илнĕскерсем, финал ăмăртăвĕнче те хĕрÿ кĕрешÿ кăтартрĕç. Асăнса хăвармалла, çак вăйă республикăри çамрăк хоккеистсен «Ылтăн шайба» клубĕн финал ăмăртăвĕнчи пĕрремĕш тур вăййи пулчĕ. Хоккей вăййисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен спартакиади шучĕпе иртеççĕ. Муркашра иртнĕ вăйă 1:1 шутпа вĕçленчĕ.
Юн кун пирĕн районти çамрăк хоккеистсен çак команди финал вăййисен иккĕмĕш турне хутшăнма Канаш районне çитсе килчĕ. Шел пулин те, унта Канашсене 2:5 шутпа выляса янă.
Ĕнер Элĕкре виççĕмĕш тур иртнĕ. Ку хутĕнче Муркашсем 5:1 шутпа выляса илме пултарнă.
Хоккеистсен ăсталăхĕ куç умĕнчех ÿсни палăрать. Апла кулленхи тренировкăсене çÿреме те, тĕллевсене пурнăçлама та кăмăл çирĕплĕхĕ пур яшсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика