Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 14:09. 10 соткăран 10 тонна купăста

00:00 12 ноября 2012 г.

Ĕçĕме кура тĕрлĕ çынсене тĕл пулатăп та кашнин хăйĕн интересĕ, хăйĕн курăмĕ, хăйĕн тĕллевĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пулни, вĕсем çавсемпе хĕç-пăшалланса малашлăха пăхни савăнтарать. Ĕçлекен çынна пĕрне мухтаса тепĕрне тиркеме çук.
Катькас ял тăрăхĕ паллă çынсемпе, хăйсен ĕçне чунĕпе парăннă ĕçченсемпе чухăн мар. Вĕсенчен пĕри – Карамалькассинче пурăнакан Андрей Федорович Пайков. Тăрăшулăхĕпе, çынсемпе пĕр сăмах тупма пĕлнипе, йывăрлăхсене тарăна ямасăрах сирме пултарнипе паллă вăл маншăн.
«Гигант» хуçалăх уй-хирĕнче ĕçленĕ Евгения Ефимовнăпа çĕр ĕçне парăннă тата тăван хуçалăхра та, ялта та платник ĕçĕпе ятлă пулнă Федор Яковлевич Пайковсем ĕç пăрахмасăрах 5 ача çуратса ÿстернĕ. Андрей вĕсенчен кĕçĕнни. Апла пулин те ачаллах ĕç пурнăç тыткăчи тенине тĕпе хурса ĕçе çывăх ÿснĕ вăл.
– Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче 86 çул тултаракан анне хăй вăхăтĕнче хиртен улăм илсе кĕме трактор-машинăшăн куççуль юхтарни манăн пурнăçра хăйĕн йĕрне турĕ: водитель пулмалла. Совет Çарĕнче службăра пулса таврăннă хыççăн водитель ĕçне кÿлĕнтĕм, – аса илет паян пĕлĕшĕм.
Хуçалăх саланни ĕçрен хăраман арçынна та çĕнĕлĕхсене шырама хистенĕ. Патшалăх килти хушма хуçалăха аталантарма пулăшма пуçласан çамрăк çемье çĕр ĕçне кÿлĕнет: Елена Никифоровнăпа Андрей Федорович Пайковсем килти хушма хуçалăхри çĕр лаптăкне 2,5 гектара çитереççĕ. Çак лаптăк çинче вĕсем паян пахча çимĕç те, çĕр улми те, килти выльăх-чĕрлĕх валли утă та çителĕклех туса илеççĕ.
– Çĕр хăйĕн çинче ĕçлекене тăрантарать. Атте çапла калатчĕ. Паян çак чăнлăха эпир хамăр ачасене вĕрентетпĕр. Икĕ хĕрĕмĕр пирĕн ĕçпе кăсăклансах тăраççĕ. Май пур чухне пулăшаççĕ те, – калаçăва малалла тăсать Андрей 9 – 10 килограмм таякан купăстасене тараса çине хунă май . – Кăçал 10 сотка çинчен 10 тонна купăста туса илтĕмĕр. Çак ÿсĕм пире çитес çулсенче татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать.
Юратнă ĕçе канупа танлаштараççĕ тейĕн Пайковсем пирки. Хапăлланă ĕçре ирттернĕ кашни кун вара хăй уйрăм пурнăç, уйрăм пуянлăх, уйрăм истори.
Ĕçе юратакан Андрейпа Елена нихăçан та ачисен е урăх çынсен пулăшăвĕ çине шанса ларман. Сивĕ-и е ăшă, çумăр çăвать е çил тăман вĕçтерет – паян пурнăçламалли ĕçе ырана хăварман.
– Килти хушма хуçалăха патшалăх пулăшма пуçланине тĕрĕс тесе хаклатăп. Ахальлĕн пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем арканаççĕ, выльăх йышĕ чакать, аш-какайпа ытти продукци илесси сахалланать. Ку ĕçре патшалăх пулăшăвĕпе усă курни питех те вырăнлă, – паллаштарчĕ алла купăста тытнă арçын хăй килти хушма хуçалăха аталантарасси пирки мĕн шутланипе. – Атте-анне-çке хăй вăхăтĕнче килте выльăх-чĕрлĕх усрасах йывăç пÿрт те лартнă, пÿрт-çурта кирпĕчрен те çавăрнă, пире те ура çине тăратнă.
Çапла. Ялти çыннăн унта та, кунта та ĕлкĕрмелле. Кун пек чухне патшалăх пулăшăвĕ уншăн нихăçан та ытлашши мар. Çак пулăшупа тĕллевлĕ усă курса Еленăпа Андрей Пайковсем килти хушма хуçалăхра кăçал кăна купăстасăр пуçне 300 кг хĕрлĕ кăшман, 450 – 500 кг кишĕр туса илме мехел çитернĕ. Хăйсен вăйĕпе туса илнĕ продукцие Андрей паян хăйĕн автомашинипе Шупашкарти Мускав пасарне, Етĕрнене, кашни эрне кун Муркаша, ыйтакансем пулсан ялсене илсе тухса сутать.
Малашлăха шанчăклăн пăхакан пĕр ĕçпе кăна çырлахса ларманни, вăл тăтăшах шыравра пулни, хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене çул парсах пыни пуриншĕн те паллă. Тĕрлĕ енлĕ ĕçлесен çеç йĕпе-сапара та, шăрăхра та çухатусем курăмлах пулмĕç. Çакна Пайковсем аван пĕлеççĕ. Çавăнпа вĕсем килти хушма хуçалăхри пусă çаврăнăшне çĕр улмисĕр пуçне выльăх-кăшманĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç, курăк туса илессине кĕртеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика