00:00 17 октября 2012 г.
Октябрĕн 14-мĕшĕнче – Раççейре Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ, вăл çак уйăхăн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче пулать. Уява çак тапхăрта ирттернине чĕпсене кĕркунне шутланипе ăнлантарма пулĕ.
Эпĕ паллă кун умĕнхи калаçăва район пуçлăхĕпе, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕпе, Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçипе Игорь Васильевич Николаевпа ирттертĕм, ку таранчченхи ĕçе тишкерме ыйтрăм.
– Кашни çул çĕр ĕçченне çанталăк хăйне майлă тĕрĕслет: е ытлашши шăрăх, е тăтăш çумăр. Çавăнпа та меллĕ самант суйласа çĕре вăхăтра шуратса хăварма, мĕн акни-лартнине тăкаксăр пÿлмене хывма тăрăшмалла. Черетлĕ ял хуçалăх çулне вĕçлерĕмĕр тесе шутлатăп.
Кăçал тĕш тырă акса тăвасси, унран тупăш илесси пĕтĕмĕшле 115 процентпа танлашрĕ. Иртнĕ вырмара пирĕн çĕр ĕçченĕсем вăтамран 25,6 центнер (ампар виçипе) тухăçпа 1460 тонна тырă-пулă пуçтарса пÿлмене хыврĕç. Кунта манăн тырă-пулă пухса кĕртес ĕçре уйрăмах тăрăшулăхпа палăрнă В. Аврамов, О. Григорьев, Е. Васильев комбайнерсене, Ю. Мадиковпа Ю. Михеев водительсене ырăпа палăртас килет.
Çĕр улмин пĕтĕмĕшле тухăçĕ 750 тоннăна яхăн пулчĕ. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен икĕ хут ытларах. Хуçалăх «крепыш», «брянский деликатес», «удача» çĕр улми сорчĕсемпе анлă усă курать. Ял хуçалăх культуринчен пысăк тухăç илессинче вара çĕре вăхăтра тата технологие пăхăнса пахалăхлă хатĕрлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçре уйрăмах Л. Макаров, А. Александров, Ю. Егоров, В. Егоров, А. Павлов ĕçченсем ырми-канми тăрăшаççĕ.
Çанталăк çумăрлă пулнипе вара хăш-пĕр ĕç каярах та юлса пычĕ. Апла пулин те уй-хире йăлтах пушатрăмăр, кĕр аки-сухине те пурнăçларăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи тăхăр уйăха хуçалăх тупăшлă вĕçлерĕ. Унăн шайĕ пилĕк миллион тенкĕне яхăн.
Юлашки çулсенче хуçалăх пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесе сутассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Çавна май тĕш тырă тухăçĕ те, пĕтĕмĕшле тупăш илесси те малтанхи тапхăртинчен палăрмаллах ÿсрĕ. Тĕш тырă тасатмалли, типĕтмелли комплекс хута яни те пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун витĕр пĕр талăкра çĕр тонна таран пахалăхлă тырă тухать.
Çапах та «АПК аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ хăй ĕçне пуçăнман тата малашне те витĕмлĕ аталанман пулсан ял хуçалăх отрасльне аталантарассинче çĕр ĕçченĕн уйрăм тăрăшулăхĕ кăна çителĕксĕртерех пулнă пулĕччĕ. Çапла вара асăннă проект Патшалăх программи пулса тăчĕ. Унăн витĕмĕпе пĕтĕмĕшле продукци туса илесси, усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси тата ытти те ÿсрĕ. Çак утăмăн тĕллевĕ, тĕпрен илсен, çĕр ĕçченне ытларах продукци туса илме кăна мар, рынок шайне пысăкрах пахалăхлă продукципе тухма çул уçмалла.
Çавăн пекех ял хуçалăхне сезонлă ĕç тапхăрĕнче патшалăх пĕрремĕш çул кăна мар çирĕплетнĕ хакпа сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе тивĕçтерчĕ. Ку пулăшу та çĕр ĕçченĕшĕн питĕ вырăнлă пулчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне модернизацилесси пурнăçланать, сарайсене реконструкцилесси пырать. Кĕтÿри выльăх йышне пĕр шайрах тытма, ÿстерме тăрăшатпăр. Çавна май ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçленĕшĕн 1 миллион та 555 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕмĕр.
Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе йышăннă указа пурнăçлатпăр. Çапла вара эпир 175 гектар çум курăк пуснă уй-хире пусă çаврăнăшне кĕртнипе патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕмĕр.
Çавăн пекех тепĕр ырă саманта та палăртас килет. Хуçалăхра тăрăшнисĕр пуçне кашни ĕçчен хушма хуçалăх тытать. Юлашки çулсенче патшалăх вĕсене те курăмлă пулăшупа тивĕçтерет.
Паллах тĕрлĕ кредит, субсиди уйăрни, ăратлă выльăх ĕрчетме пулăшни, минераллă удобрени туянма паракан тата ытти çăмăллăхсем вăйра тăни ĕçлеме хавхалантарать. Çав хушăрах çĕр ĕçченĕн кăмăлне хуçакан самантсем те пур.
– Ресурс перекетлеме май паракан инновациллĕ технологипе сирĕн хуçалăх пĕрремĕш çул кăна мар усă курать.
– Ĕçре çак мелпе усă курнин тĕп тĕллевĕ – пĕчĕкрех тăкаксемпе пысăкрах тупăш илесси. Çакăнта чи малтанах нумай операциллĕ агрегатсем материалсене, ĕç тăкакĕсене, çын ресурсĕсене перекетлеме май панине асăнмалла. Ку вăл йăлтах – паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерни. Юлашки çулсенче машинăпа трактор паркне çĕнетессипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Кăçал ку ĕçе 1 миллион та 560 пин тенкĕлĕх пурнăçларăмăр.
– Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çамрăк специалистсене яла илсе пырасси тата вĕсене унта тĕпленсе пурăнма хăтлă пурнăç условийĕсемпе тивĕçтересси – паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри.
– Хальхи тапхăрта çамрăк специалистсем ытларах аякка кайма тăрăшаççĕ. Çавна май пирĕн вĕсене хамăр патра ĕç вырăнĕпе тата пурнăç условийĕсемпе тивĕçтермелле. Çак тĕллевпе тĕрлĕ программа пурнăçланать. Кунта чи малтанах «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ федераллă тата ытти хушма программа ăнăçлă ĕçленине асăнмалла. Пирĕн хуçалăхра тăрăшакан çирĕм ытла ĕçчен каялла тавăрса памалла мар субсидие тивĕçрĕ.
– Калаçăва ырă сăмахпа вĕçлени – çĕр ĕçченне тав туни, ун кăмăлне çемçетни.
– Çĕр ĕçĕпе тачă çыхăннă ĕçченсене, вăл шутра ачасене те, тивĕçлĕ канăва тухнисене те пысăк тав сăмахĕ калатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Паллах кашни ĕçчене кунта ятран асăнма май çук, пурте вăй-хал çитнĕ таран тăрăшаççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа черетлĕ ĕçе вĕçлерĕмĕр. Ял хуçалăхĕ тĕрлĕ отрасле пĕрлештерет. Тĕллевĕ вара пурин те пĕрре – паян ĕнерхинчен тупăшлăрах, ыран паянхинчен ăнăçлăрах тимлесси.
Р. Илларионова калаçнă.