00:00 18 сентября 2012 г.
Кулленхи йĕпе-сапа йăлăхтарчĕ пулин те кĕр мăнтăрĕ те умрах. Çанталăк ăшă тăнăран уй-хирсемпе улăх-çарансенче клеверпа люцерна кайăвĕ те палăрмаллах ÿссе кайрĕ. Ку вăхăт кĕтÿçсемпе ял çыннисене ĕнесем кĕтсе çÿренĕ чух уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтать. Ĕнесем кÿпĕнес хăрушлăх пысăк. Мĕн тумалла кун пек чухне тата пирвайхи пулăшу ĕçĕ еплерех; Çак ыйтусем çине хурав шыраса хамăр тĕпеле районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири выльăх тухтăрне Алина Петровна Федоровăна чĕнтĕмĕр.
Ялсенче ĕне выльăх йышĕ сахалланчĕ пулин те хресчен унчченхиллех ĕне çур пурнăç тенине асра тытса ăна таса-сывă усрасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Апла пулсан паянхи асăрхаттару та уншăн вырăнлă пуласси пирки иккĕленÿ çук. Кун тăршшĕ тăватă сехет кĕскелчĕ тата тăтăш çумăрсем йăлăхтарчĕç пулин те, урамра ăшă çанталăк тăни çу кунĕсем пуçĕпех хыçа юлманни пирки калать. Ăшă кунсене кура клевер-люцерна калчи палăрмаллах ÿссе кайрĕ. Çавăнпа та тимлĕхе самантлăх çухатни кĕр мăнтăрĕ питех те хакла ларма пултарать. Сăмах кунта хирсем ирĕкленнипе тимлĕхе çухатнă кĕтÿçсем ĕнесене клевер-люцерна çине кĕртсе ярса кÿпĕнтерсе яни пирки. Кунашкал тĕслĕхсем районта çулленех пулнине шута илсе асăрхаттару кирлех тесе шутлатăп, вăл ытлашши пулмĕ. Çитменнине кунашкал тĕслĕх кăçал пулма та ĕлкĕрчĕ.
Паянхи куна районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 4692 пуç шутланать. Вĕсенчен 2008 пуçĕ – сумалли ĕнесем. Кун çумне уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи выльăхсене хушар: мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 2–3 хут ытла (вăл шутран тĕп пайĕ ĕнесем) ÿссе каять. Çу каçа çак йыш катăлнă теес килмест. Çавăнпа та кĕр мăнтăрĕпе туллин савăнма ку таранччен ÿстернĕ выльăха тĕрĕс-тĕкел пăхса хĕле кĕртесси, унран ытларах тупăш илесси выльăх-чĕрлĕх пăхакансем умĕнче тăракан паянхи тĕп тĕллев пулмалла.
Выльăх пăхакан умĕнче тăракан паянхи тĕп хăрушлăх вăл – ĕнесем кÿпĕнсе кайса вилме пултарни. Малаллахи тĕп сăмах çакăн çинчен пулнăран асăннă инкекрен сентябрьте уйрăмах асăрханма кирли çинчен пĕлтерес тетĕп. Çулталăк каялла çак вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕнесем кÿпĕннĕ тĕслĕхсем пĕрре-иккĕ мар пулчĕç. Çавна пула ĕнесене вăхăтсăр пусма тивни е вĕлерсе яни те тĕл пулчĕ. Çакă малашлăха пăхакан çĕр ĕçченĕшĕн курăмлă çухату.
Урамра авăн уйăхĕн илемлĕ кунĕсем. Çĕр ĕçченĕ вырмана вĕçлесе пынă май хирте кĕрхи культурăсен калчипе клевер-люцерна кайăвĕ çеç ешерсе юлнине шута илсен, зоотехник-ветеринарсемпе выльăх пăхакансен кашнин асăрханулăха ÿстермелле. Çак вăхăтра фермăсенче те, уйрăм çынсен килти хушма хуçалăхĕсенче те ĕнесене ирпе-каçпа типĕ утă-улăм çителĕклĕ памалла. Кĕтÿçсен вара ĕне кĕтĕвне клевер-люцерна анисем çине ирхи сывлăмпа та, çумăрлă çанталăкра та пачах кĕртме юрамасть. Çав анасем çине кĕске самантлăха кĕртсе кăларнă хыççăн та ĕнесене çийĕнчех шăварассинчен асăрханмалла. Тăм ÿксессĕн те вăл пусăсенче кĕтÿçсен асăрханулăхĕ çÿллĕ шайра пулмалла. Сăмах май, выльăх кăшманĕн çулçине çини ĕнесене кÿпĕнтермест тата ĕнесене ир-каç кăштах çăнăх пани те инкек патне илсе пымасть.
Мĕн тумалла-ха ĕне кÿпĕнсе кайрĕ пулсан;
Ĕне кÿпĕнсех кайрĕ пулсан ăна пирвайхи пулăшу пама пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна валли пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемпе зооветспециалистсен, ял старостисен кĕтÿçсене ветеринари сумкисемпе тивĕçтермелле, кÿпĕнсе кайнă ĕнене пирвайхи пулăшу пама вĕрентмелле. Маларах асăннă сумкăсенче обязательнăй йĕркепе сĕт кислоти, çунтарнă магнези, тимпанол, мăн хырăма шăтарса сывлăш кăлармалли трокар пулмалла.
Улăх-çаранти ĕне кÿпĕнсе кайрĕ пулсан кĕтÿçĕн инкек тÿсекен выльăха малтанах 10 – 15 грамм сĕт кислоти, 160 – 200 грамм тимпанол, 20 грамм çунтарнă магнези памалла. Каламалла, çунтарнă магнезипе сĕт кислотине çур литр шыва ярса ирĕлтермелле. Тимпанол – усă курма хатĕр препарат. Вĕсем пулмасан тин кăна сунă 2 – 3 литр сĕт памалла та ытти чухнехи пекех кÿпĕннĕ вырăна пир материал хурса сивĕ шыв ярса тăмалла. Çак тапхăрта армутипе çăварлăхлани те кÿпĕннĕ выльăхшăн пулăшу пулнине манмалла мар.
Кÿпĕннĕ ĕнене пирвайхи пулăшу панă вăхăтра е ун хыççăнах обязательнăй йĕркепе выльăх тухтăрне чĕнмелле.
Инкек тÿсекен ĕнене пулăшу париччен çак инкекрен асăрханма çăмăлрах пулнине ял çыннисен, кĕтÿçсен самантлăха та манас марччĕ. Çакна асра тытсан çеç кĕр мăнтăрĕпе те тивĕçлипех савăнма май пулĕ.