00:00 23 апреля 2012 г.
Муркаш районĕнчи Ярапайкасси вăтам шкулĕнче Чăваш чĕлхи эрни пырать. Паян шкула çав тери савăнăçлă хыпар çитрĕ: 8 класра вĕренекен Сорокина Инна ака уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче Раççей шайĕнче иртнĕ "Тăван ен: çут çанталăк, культура, этнос" конкурсра "Гуманитарипе экологи тĕпчевĕсем" номинацире 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă, сумлă парнесене: укçан премие тата фотоаппарата тивĕçнĕ. Филологи наукисен кандидачĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Алевтина Геннадьевна Димитриева ертсе пынипе Инна Муркаш районне кĕрекен Елача ялĕ таврашĕнчи шыв-шур ячĕсене тĕпченĕ, гидронимсен классификацине тунă, вĕсен семантикине тарăннăн уçса панă. Маттур вĕренекенĕмĕр тĕпчев ĕçĕпе хатĕрленĕ презентацие Мускавра ăнăçлă хÿтĕленĕ, ыйтусем çине хуравланă.
А.Г. Димитриева 3 çул каялла йĕркеленĕ "Çамрăк тавра пĕлÿçĕ" кружока хаваспах çÿрекен шкул ачисем районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ку таранччен кашни çулах "Тăван ен: çут çанталăк, культура, этнос", "Отечество" конкурссенче, "Excelsior" наукăпа практика конференцийĕнче пирĕн шкул ачисем çĕнтерÿçĕсем хушшинче пулнă. Алевтина Геннадьевна ачасене кирлĕ материала пухтарас, тишкерттерес, тĕпчев ĕçĕсем çыртарас ĕçре питĕ ăста. Çамрăк вĕрентекенĕмĕрĕн ĕçĕ куç кĕрет: унăн вĕренекенĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултараççĕ.
Маттур, Инна! Маттур, Алевтина Геннадьевна! Чăн та, Муркаш районĕ, Чăваш Республики ятне çÿллĕ шайра тытма пултартăр!!!