Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 17:00. Нумаях пулмасть пирĕн республикăра «Шкулта» ятлă Интернет журнал кун çути курчĕ

00:00 04 апреля 2012 г.

Вĕрентекен пурнăçĕ хальхи саманара çăмăл теме çук. Уроксене хатĕрленесси, тĕрлĕрен хут ĕçĕ тăвасси, уроксем хыççăн ачасене канăвне йĕркелесси тата ... вуншар-вуншар ыйту тухса тăрать. Çав вăхăтрах харпăр хăй пĕлĕвне ÿстересси те чи çивĕччисенчен пĕри. Ăна ниепле те аякка хăварма пулмасть - кунта пирĕн кулленхи пурнăç, пирĕн шалу, çемье пуласлăхĕн тĕп пайĕ.
Нумаях пулмасть пирĕн республикăра «Шкулта» ятлă Интернет журнал кун çути курчĕ.  Журналăн тĕп тĕллевĕ - Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан вĕрентекенсен пурнăçне çăмăллатасси. Редакципе çыхăнма компьютерсăр пуçне урăх нимех те кирлĕ мар. Ятарлă изданисен редакцийĕсене кайса çÿреме, хăвăр хатĕрленĕ матералсене вырнаçтармашкăн тархаслама, унтан хатĕр материал пичетленессе уйăхĕ-уйăхĕпе кĕтсе пурăнма кирлĕ мар. Эсир ярса панă материал çитес номертех пичетленсе тухасса эпир шантаратпăр. Кунта пĕртен пĕр йĕрке кăна пур: сирĕн материал шкулти вĕрентекенĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшмалла. Пичете хатĕр кашни материалшăн интернет журнал сертификат ярса парать.
Паянхи куна илсен журналăн 2-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Пирĕн районти вĕрентекенсен статьисемпе те паллашма пулать кунта. Шурча шкулĕнчи вĕрентекенсем Нина Михайловна Тюринăпа Наталия Вячеславовна Борзаевăн С.М.Яндуша халалласа хатĕрленĕ презентацийĕ паллă писателĕн кун-çулĕпе паллаштарать. А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Степанов Александр Марсовичăн статьинче 18-мĕш ĕмĕрти чăваш литератури çинчен тĕплĕн сăнласа кăтартнă.
Вĕрентекенсем валли çак  Интернет журналта усăллă материал питĕ нумай. Интернет-журналăн адресĕ http://www.shkul.su/.
 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика