Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15:10. Моргаушский район: эпир пулнă, пур, пулатпăр!

00:00 27 января 2012 г.

15:10.  Моргаушский район: эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Фотохроника

 

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Москакасси шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекнсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсĕ иртрĕ. Ик чĕлхелĕхе тата тĕрĕ халăх культури хушшинчи çыхăнăва аталантарса творчествăллă ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, учителĕн чĕлхе политикине вĕрентÿре тытса пынă чухнехи пĕлтерĕшне ÿстересси тата чăваш чĕлхине вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси конкурсăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăчĕç.

Конкурса хутшăнакан вĕрентекенсем чи малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссене презентацилерĕç, ăстаçă урокне ирттерчĕç.

Жюри вĕрентекенсен профессии ăсталăхне терлĕ енлĕн хаклама тăрăшрĕ, конкурса тăратнă материалсем хальхи вĕренÿ ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене тивĕçтеринине, тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух çĕнĕлĕхсем пуррине шута илчĕ.

«Чи лайăх паллаштару карточки» номинацире Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи Варюхина Надежда Владимировна çĕнтерчĕ. Шетьмĕпуç шкулĕнчи Раевская Ирина Валентиновна «Тĕпчевçĕ учитель» ята тивĕçрĕ. Москакасси шкулĕнчи Захарова Елена Мефодьевна «Чи лайăх эссе» номинацире палăрчĕ.

Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Степанов Александр Марсович «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.

Александр Маровича ку çитĕнÿпе саламлатпăр! Республика шайĕнчи конкурса çĕнтерме ырлăх-сывлăх сунатпăр!

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика