00:00 09 мая 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, ентешĕмĕрсем!
Сире Тăван çĕршывăмăрăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп.
Эсир чи хаяр та хăрушă, чи аркатуллă вăрçăра Тăван çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе чысне, никама пăхăнманлăхне сыхласа хăвартăр, ытти çĕршыв çыннисемпе пĕрле Европăри нумай халăха фашизмăн пусмăрĕнчен хăтартăр. Тыл ĕçченĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр ырми-канми ĕçлени сĕмсĕр тăшмана çапса аркатма пулăшрĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн эсир тунă паттăрлăхăн пĕлтерĕшĕ татах та ытларах ÿссе пырать. Паянхи мирлĕ пурнăç, пирĕн паянхи çитĕнÿсем - йăлтах эсир, Аслă Çĕнтерÿ туса, çитĕнекен ăрăва панă парне. Тавах сире Аслă Çĕнтерÿпе паянхи телейлĕ пурнăçшăн.
Çăмăл килмерĕ Аслă Çĕнтерÿ. Пирĕн районтан кăна çак хăрушă вăрçа 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 5491ĕшĕ каялла таврăнайман. Эпир Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă салтаксене асра тытатпăр, сума сăватпăр. Вĕсем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере. Тăван çĕршывăмăршăн пуçĕсене хунă, çавăн пекех Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксемпе тыл ĕçченĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Сирĕн паттăрлăхăрпа хăюлăхăр, вăй-халăрпа чăтăмлăхăр, пĕлĕвĕрпе пуян опытăр пире çитĕнÿллĕн вăй хума хавхалантараççĕ. Сирĕн ырă тĕслĕхĕр çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма, унăн пуласлăхĕшĕн яваплăха туйса ÿсме пулăшать.
Хисеплĕ çыннăмăрсем! Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ, ватлăхăр канлĕ те лăпкă пултăр. Çывăх çыннăрсен юратăвĕпе чун ăшши пурнăçра вăй-хал парса пыччăр.
Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.