Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш пики - 2015

Чăваш пики - 2015

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп культура çуртĕнче Литература тата К.Иванов çулталăкне халалласа Сĕнтĕрвăрри районĕн «Чăваш пики - 2015»  конкурс иртрĕ. Кăçал унта 11 чипер те  сăпайлă та пултаруллă, чи илемлĕ те яштака пӳллĕ хĕр пике хутшăнчĕç. Малтан пикесене Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕн депутачĕ Тихонова Надежда Петровна тата район администрацийĕн культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Упракина Эльвира Павловна саламларĕç. «Сĕнтĕр Ен » ентешлĕх ертӳçийĕ Кузнецов Андрей Геннадьевич конкурса хутшăнакан пикесене хавхалантарса, ăнăçу сунса юрă парнелерĕ.

Пӗрремӗш конкурсра пикесем хӑйсемпе паллаштарчĕç. Вӗсем куракансене хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑн тытма пӗлнипе, ҫепӗҫ чӗлхипе тыткӑнларĕç.

Тепӗр конкурсра пикесем анлӑ тавракурӑмлӑ пулнипе тӗлӗнтерчӗç. Кăçалхи çул мĕншĕн К.Иванов çулталăкĕ пулни пирки те, «Нарспи» поэмăри сăнарсене те, чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала та пĕлчĕç.

Пултарулӑх конкурсӗнче пикесем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Чăвашла юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, чăваш ташшине те ташласа савăнтарчĕç.

Тӑваттӑмӗш конкурсра пикесем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарчĕç. Сӑра вӗретсе, пӳремеч, хуплу, кукăль, шаркку пӗҫерсе килчĕç.

Пиллĕкĕмĕш конкурсра пикесем чăваш тумтирĕн сумне, илемне кăтартса пачĕç. Чăнахах та питĕ илемлĕ чăваш тумĕ, пикисем те çурхи илемлĕ чечексем  пекех хитре.

Ҫапла майпа кӑҫал «Чӑваш пики - 2015» ята Шуршăл ял хутлăхĕн пики Анна Атласова çĕнсе илчĕ. Урхас Кушкă ял хутлăхĕн пики Трофимова Александра «Вице чӑваш пики» пулса тӑчĕ. Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пики Ирина Васильева — «Куракансем кӑмӑлланӑ пике», Чăнкасси ял хутлăхĕн пики  Диана Кузнецова — «Ăс пике», Аксарин ял хутлăхĕн пики Кира Казакова тата Кукашни ял хутлăхĕн пики Жанна Васильева — «Сӑпайлӑ пике», Шĕнерпуç  ял хутлăхĕн пики Кристина Иванова — «Чи илĕртӳллĕ пике», Карапаш ял хутлăхĕн пики Анна Енцова — «Чи маттур пике», Октябрьски ял хутлăхĕн пики Алена Портнова тата Хуракасси ял хутлăхĕн пики Ангелина Данилова — «Чи пултаруллă пике»,  Атăлçи ял хутлăхĕн пики Надежда Сергеева — «Чи кăмăллă пике» номинацисенче ҫӗнтерсе  диплом тата Сĕнтĕрпуç ял куьтура çурчĕн ĕçченĕсенчен парнесем илме  тивĕç пулчĕç. Уяв каçĕн чи хаваслă саманчĕ вара пикесем тĕрлĕ номинацисенче ҫӗнтернипе кăна вĕçленмерĕ. Спонсорсем пикесене  тĕрлĕ парнесем парса хавхалантарчĕç.

Сĕнтĕрпуç ял хутлăх пуçлăхĕн Степанов Л.Д. парнине илме Сĕнтĕрпуç ялĕн пики Ирина Васильева тивĕç пулчĕ, Чăнкасси ентешлĕхĕнче тăракан Степанова Р.Д. парни вара Чăнкасси пикине Диана Казаковăна тивĕçрĕ.  Петр Белов предприниматель хăй çырнă юррисене юрласа савăнтарчĕ тата пикесене  чĕрĕ чечек çыххисем парнелерĕ. «Сĕнтĕр Ен» ертӳçи Кузнецов А.Г. та пикесене парнесĕр хăвармарĕ.

Уяв каçĕ Андрей Геннадьевич залра ларакан çынсемпе пĕрле «Эй, тăвансем, тăвансем» юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ.   Çак каçа хăйне май илем кӳртрĕ,залра ларакан çынсен чĕрисенче ырă туйăмсем çуратрĕ.

          Галина Соловьева Сĕнтĕрпуç тĕп культура çурчĕң заведующийĕ



31 марта 2015
08:03
Поделиться