Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Поздравление с Праздником Весны и Труда

Поздравление с Праздником Весны и Труда

Сĕнтĕрвăрри районĕн хаклă çыннисем!

Сире çуркуннепе еç уявĕ ячĕпе саламлатпăр!

 

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ Раççей çыннисен нумай ăрăвĕсемшĕн çурхи çĕнетÿ, мирлĕ пултаруллă ĕçĕн пĕрлĕхĕн, савăнăçĕн палли пулса тăчĕ.

Эпир çак çурхи, хĕвеллĕ уява юрататпăр, унăн пултаруллăх хавалне хаклатпăр! Çу уявĕ палăртакан пахалăхсем кирек хăш саманара та пĕлтерĕшлĕ,  мĕншĕн тесен тÿрĕ ĕç пĕтĕм общество тата кашни çемье ырлăхĕн никĕсĕ пулса тăрать.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче чăн ĕçченсем, пысăк ăстасем пурăнаççе. Сирĕн тÿрĕ ĕçĕре, яваплăха, типтерлĕхе, тăван тăрăха чунтан юратнине кура ĕнтĕ вăхăтлăх йывăрлăхсене ăнăçлăн çĕнтерсе пырать, экономикăпа социаллă сфера çирĕп аталаннине кăтартса парать, çавăн пекех çынсен пурнаçне лайăхлатас тĕллевлĕ мĕнпур прогроммăсене ăнăçла пурнăçламалли майсем туса парать.

Мĕнпур ентешĕмерсене лайăх кăмăл-туйăм, ырă шанăç, çĕнĕ пуçарусенче ăнăçу сунатпăр. Кашни килте тăнăçлах, телей, ырлăх пултăр!

 

А.Мясников,

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Н.Николаев,

Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕ.



01 мая 2016
07:54
Поделиться