Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И. Крикова с Днём Государственной инспекции безопасности дорожного движения

Хисеплĕ патшалăх çул – йĕр   хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем!

 

Профессилĕ уяв ячĕпе сире чун – чĕререн саламлатăп!

 Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çул-йĕр инспекторĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар, апла пулин те обществăра йĕрке тытса тăма пулăшатăр аварисен шутне чакаратăр, ырми-канми тăрăшатар. Çул-йĕр çинче инкек пулсан чи малтан эсир пулăшу паратăр.

Сирĕн ĕç пысăк тимлĕхлĕ пулма хистет Кулленхи ĕç е уяв – эсир яланах постра. Сотрудниксем пĕр чĕлхе тупса пĕрле ĕçленине пула районăн çулĕ - йĕрĕ çинче йĕркелăх хуçаланать. Мĕншĕн тесен профилактика ĕçне валли те эсир сахал мар вăхăт уйăратăр.  Çул – йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă профессие суйласа илнĕ чылай çул тулли кăмăлпа тивĕçе пурнăçланă ветерансем пирки те ыррине кăна калас килет. Эсир çамрăк инспекторсемшĕн чăн – чăн ырă тĕслĕх, хăвăр пĕлĕве, паха опыта вĕсене паратăр.

Шанатăп, нумай çулсем патшалăхăн çул – йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче пухăннă йăласем - çак службăн тĕп задачисем пулса юлĕç.

Уяв ячĕпе саламласа кулленхи ĕçре профессилĕ ăсталăха Ÿстерсе пыма  татах та çирĕп сывлăх  сунатăп.

 

Район пуçлăхĕ                    А.И.Криков



03 июля 2009
00:00
Поделиться