Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И. Крикова с Днем учителя

Хисеплĕ учительсем тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Мĕн пур кăмăлтан Сире профессиллĕ уявпа саламлатăп. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе, ертсе пынă май эсир вĕсене хăйсене тĕллĕн шухăшлама, тивĕçлĕ йышăнусем тума хăнăхтаратăр, çав вăхăтрах районăн, çĕршывăн пуласлăхне туптатăр.

Хальхи вăхăтри учительĕн пурнăçĕ пултарулăхпа тачă çыхăннă. Яваплăха туйса, малашлăха курса тăрăшакан педагогсем пирĕн районта чылай. Пултаруллă учительсен йышĕ çулран-çул хушăнса пырать. Касал та Раççей Федераци, Чăваш Республики Президенчĕн гранчĕсене тивĕçекенсем пулчĕç.

Юлашки çулсенче вĕрентÿ системинче улшăнусем пулса иртни куç умĕнчех. Çĕнĕ йышши оборудованисем, интернет çыхăнăвĕ, меллĕ çулсем, шкул автобусĕсем, модельлĕ библиотекăсем  пурри чăннипех савăнтарать. Çакă пĕтĕмпех учительсемпе вĕренекенсен пурнăçне сăмăллатассипе çыхăннă. Палăртмалла, вĕрентÿ  - приоритетлă наци проекчĕсен шутĕнче. Апла пулсан, хисеплĕ учительсем, сирĕн ĕç опычĕпе, пĕлĕве кура палăртнă теллевсене пурнăçа кертессе шанас килет.

Уяв ячĕпе саламласа кулленхи ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем, иксĕлми вăй–хăват, çирĕп сывлăх тата  пултаруллă ачасем сунатăп.

  

Район пуçлăхĕ                                   А.И.Криков



05 октября 2009
00:00
Поделиться