Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И. Крикова с Днем работника культуры

Культурăн хисеплĕ ĕçченĕсем!

 

Сире професси уявĕпе чĕререн саламлатăп! Çак кун сирĕн ĕçĕр пархатарлăхне çÿллĕ шайа хурса хакланине çирĕплетет. Эсир хăвăр вăй-халăра, пĕлĕвĕре, опытăра пирĕн район ăс-хакăл  пуянлăхне упраса хăварас тата пысăклатса пырас ĕçе паратăр. Культура ĕçченĕн профессийĕ яланах  ырă кăмăллă, хĕрÿ чĕреллĕ, тарăн пĕлÿллĕ пулма хистет. Çавна май çамрăксене эсир эстетика тĕлĕшĕнчен   тĕрĕс аталанма пулăшатăр.

Республикăри пекех районта та  инновацие тĕпе хурса ĕçлени, çавна май отрасльте курăмлă ăнăçусем туни сисĕнет. Музейсен сăн-сăпачĕ çĕнелсе пырать, культура учрежденийĕсен пурлăх бази çирĕпленет, вĕсен ĕçченĕсем ăнăçусем туса савăнтараççĕ.

Сире професси уявĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, телей тата юрату сунатăп.

 

 

Район пуçлăхĕ       А.И. Криков

 



24 марта 2009
00:00
Поделиться