Чувашская республиканская общественная организация «Союз женщин Чувашии»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Волковсен семьи

15:53 11 июля 2016 г.

           Эпир çемьере 6(улттăн) пурăнатпăр. Эпĕ – Владимир, манăн мăшăр – Людмила, ывăлпа кин – Кольăпа Наташа, мăнуксем – Николай тата Анжела.

           Пирĕн адрес: Елчĕк районĕ, Аслă Шăхаль ялĕ, тĕп урам, 15-мĕш çурт.

Эпĕ, кил хуçи Волков Владимир,1954 мĕш çулта чăн чăваш çемйинче çуралнă. Аттене Мефодий, аннене Мария тесе чĕннĕ. Эпир хамăр 8 (саккăрăн) пĕр тăван ÿсрĕмĕр.

         Чăвашра çуралса ÿснĕ кашни çын мĕн ĕлĕкрен нихăçан та алă усса ларман. Эпир те мăшăрпа иксĕмĕр тивĕçлĕ канура пулин те ахаль лармастпăр. Катриш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усратпăр.

Унсăр пуçне эпĕ ял историпе кăсăкланатăп. Манăн асатте Павăл, кукаçи Антун икĕ енчен те тăван чăваш ялне пуçарса яракансем пулнă. Хам çуралса ÿснĕ чăваш ялĕ – Аслă Шăхаль, пĕтĕмпе çĕр çирĕм кил. Савăнăçлă та тертлĕ, хаваслă та асаплă ял шăпи – ырри те  япăххи те пулнă унăн.

Пуçа килнĕ чух сăвă йĕркисем те шăрçаланаççĕ. Сăвăсен пуххи те аванах пуçтарăнчĕ темелле. Мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ шухăш та пурнăçа кĕрсе пырать.1960- мĕш çулта туса лартнă аттепе аннен тĕп килĕнче музей йĕркелетĕп. Мăн асатте-асаннесен тата ял çыннисен ĕлĕкхи япалисене пуçтаратăп. Хальхи вăхăтра музее экспонатсемпе пуянлатас ĕç малалла пырать. Хамăр ял, тăван халăх историне пĕлмесен пире намăс та. Çамр¸к ăрăва пиртен маларах пурăннă çынсем мĕн çини, тăхăнни, мĕнле савăт-сапапа усă курни ытларах кăсăклантарать. Авалхине чухламасăр малашлăха пĕлме çук.

 Мăшăрпа виçĕ ача (икĕ хĕрпе пĕр ывăл) пăхса çитĕнтертĕмĕр. Пурте хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Кĕçĕнни, Коля, хамăрпа пĕрле тĕп килте пурăнать. Елчĕкри «Промсервис» хупă акционерлă обществин предприятийĕнче сварщик пулса вăй хурать. Кин, Наташа, Çĕнĕ Пăвари «Илемпи» ача садĕнче воспитателĕн пулăшаканĕ пулса ĕçлет. Аслă мăнук, Николай,  ялти вăтам шкулта вĕренет.  Анжела 1мĕш класа кайма хатĕрленет.

           Эпĕ 46 çул колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хутăм. Мăшăр 38 çул ялти клубра техслужащи пулса ĕçлерĕ.

 Çемьере пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе, савăнса пурăнтпăр. Çирĕп сывлăх ывăлпа кине, хĕрсемпе кĕрÿсене тата мăнуксене.

Союз женщин Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, г. Чебоксары, пл. Республики, д. 2, оф. 119
Телефон: (8352) 62-81-77
Факс: (8352) 62-81-77
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика