Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Трак енсем Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче йĕркеленĕ «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса хутшăнчĕç

Трак енсем Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче йĕркеленĕ «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса хутшăнчĕç

Пуш уйăхĕн 24-25 мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе регионсем хушшинче «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» чаплă уяв иртрĕ. Пĕрремĕш кунне вăл Шупашкарти культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче пулчĕ. Унта Чăваш Республикин 19 районĕнчен тата Мурманск, Крым, Сарă ту, Самар, Пенза, Пушкăрт, Оренбург, Чĕмпĕр, Тюмень çĕрĕсенчен пуçтарăннă чăвашсем хăйсен авалхи тумĕпе паллаштарчĕç. Конкурс-куравра асатте-асаннесен ытарайми капăр çи-пуçĕ куçа илĕртсе тăчĕ. Акă ăçта иккен вăл пирĕн несĕлсен нимĕнпе виçейми тупри, пуянлăхĕ. Вăл – кĕмĕл тухья-хушпура, мăй çаккипе ум çаккинче, ама-теветре, чапчушка-вăчăрара, тĕрĕллĕ сурпансемпе масмаксенче, кĕпе-саппунсенче, яркăч-хÿресенче… Чăннипех те илемлĕ чăваш тумĕ! Курмалли, тĕлĕнмелли, сăнаса пăхмалли, хакламалли нумай пулчĕ уявра. Тури чăвашсен, анат енчисен, анатри чăвашсен – кашни тумăн хăйĕн уйрăмлăхĕ, хăйĕн капăрлăхĕ. 19-20 ĕмĕрсенчи пурлăха упраса хăварма пултарнă вĕт-ха пирĕн халăх: савăнмалăх, мухтанмалăх, мăнаçланмалăх.

Паха та пуян куравпа паллашнă хыççăн институтăн сцени çинчен Чăваш Ен районĕсенчен тата регионсенчен килнĕ пултаруллă ăстаçăсем хăйсем çине тăхăннă тата хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ илемлĕ чăваш тумĕ çинчен куракансене каласа пачĕç. Хăйсен калаçăвне сăвă-кĕвĕпе, юрă-ташăпа илемлетсе пычĕç.

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара чăваш тумĕн чаплă уявĕ Чăваш патшалăх филармони залĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта чăваш халăх тумне тăхăннă ватăсемпе çамрăксем курава малалла тăсрĕç. Курма пухăннисем авалхи сурпан-масмак тĕррисене, кĕмĕлпе илемлетсе тунă капăрлăха курса савăнчĕç. Кунтах хальхи тĕрĕ-эреш ăстисен коллекцийĕсем те чуна тыткăнларĕç.

Чаваш тумĕн уявне сумлă хăнасем – Чăваш Республикин Культура министрĕ Константин Яковлев, Мускаври Федераллă чăваш автономийĕн президенчĕ, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин Канашĕн председателĕ Лев Кураков питĕ пысăк хак пачĕç, чăваш халăхĕн кун-çулĕнче çак курав пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче йĕркеленĕ «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса Трак енсем те хастар хутшăнчĕç. Ку тăрăхра авалтан сыхланса юлнă сурпан-масмаксем, арçын тата хĕрарăм кĕписем, пиçиххисем, кĕмĕлтен тунă капăрлăх чăннипех те курава пуянлатрĕç. Тĕрлĕ номинацисенче палăрса «Заволжски» клубĕн ачасемпе ĕçлекен специалисчĕ Жанна Михайлова, Светлана Мефодьева ăста тĕрĕçĕ, районти Культура çурчĕн аслă методисчĕ Людмила Игнатьева, Трак шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Ираида Антонова пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç, дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Трак ен çĕнтерÿçисене ăшшăн саламлатпăр, малашне те хастарлăхпа ĕçлеме çирĕп вăй-хал, иксĕлми пултарулăх, ăнăçу сунатпăр.

Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова тĕрлĕ регионсенчи чăвашсене пĕр-пĕринпе тĕл пулса тăванла калаçма, тĕрлĕ ырă пуçарусенче хастар хутшăнма туслăх çулĕ уçса тăнăшăн тата ЧНК хастарĕсене «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса йĕркелесе ирттерме ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тăватпăр, малашнехи пархатарлă та сумлă ĕçсенче иксĕлми вăй-хăват та ырлăх-сывлăх сунатпăр.



28 марта 2017
09:13
Поделиться