Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кашни сăмахĕ – чун хĕлхемĕ

Кашни сăмахĕ – чун хĕлхемĕ

Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче шкул ачисем хушшинче Ĕç çынни çулталăкне тата Трак ен сăвăçин Николай Ершов-Янгерăн пултарулăхне халалласа «Кашни сăмахĕ – чун хĕлхемĕ» илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса районти шкулсенчен пурĕ 68 ача хутшăнчĕ. 3-11 классенче вĕренекенсем Николай Ершовăн сăввисене уççăн та илемлĕн шăрантарчĕç, пĕринчен тепри ăстарах вулама тăрăшрĕ. Жюри членĕсем (председателĕ – Николай Ершов) ачасен пултарулăхне виçĕ ÿсĕмпе хакларĕç: 3-5, 6-8, 9-11классенче вĕренекенсем. Шкул ачисем пултаруллă савăçăмăра хисеплени, унăн хайлавĕсене пăхмасăр вĕренсе мăнаçлăн каласа кăтартни пурне те савăнтарчĕ. Кунта, паллах, шкулсенчи кĕçĕн классенче ĕçлекен учительсен тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен тÿпи те пысăк.

Сăмах май каласан, Николай Гаврилович Ершов – Раççей журналисчĕсен, Чăваш писателĕсен союзĕсен тата композиторсен ассоциацийĕн, наукăпа ÿнер халăх академийĕн членĕ, музыка обществин тата чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ.  Ăна Михаил Шолохов, Муса Джалиль, Федор Павлов, Андриян Николаев ячĕллĕ ятарлă медальсемпе чысланă. Вăл Нестер Янкас, Алексей Талвир, Пайтул Искеев ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, пĕтĕм чăвашсен Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ наци премине тивĕçнĕ. 

Николай Ершова Чăваш Республикин культура министерствин, Раççей журналисчĕсен союзĕн, Чăваш наци конгресĕн, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн, творчество пĕрлĕхĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл «Красноармейски районĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Красноармейски ял тăрăхĕн «Хисеплĕ гражданинĕ», Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕ. 15  кĕнеке  авторĕ, унăн сăввисемпе вырăнти композиторсем  çĕр аллă ытла юрă кĕвĕленĕ.

Николай Гаврилович конкурс çĕнтерÿçисене укçан преми тата кашни хутшăнакана хăйĕн кĕнекисене парса хавхалантарчĕ. Чи маттуррисене те, хастар хутшăннисене те (пурне те) район администрацийĕ Дипломсем парса чысларĕ. Уявра Николай Ершов сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем те янăрарĕç. Конкурс программине районти культура çурчĕн методисчĕ, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕ Людмила Игнатьева ăста ертсе пычĕ.

Хăйĕн пурнăçне поэзипе çыхăнтарнă ăста çыравçа район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Рена Михайловна Осипова, «Ял пурнăçĕ» район хаçачĕн тĕп редакторĕ Надежда Владимировна Козлова, Нестер Янгас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ертÿçи Иван Афанасьевич Прокопьев саламларĕç. Малашне те çирĕп вăй-хал, иксĕлми тăрăшулăхпа пултарулăх, тулли телей, пысăк ăраскал, ăнăçу та ырă кун-çул сунчĕç. Чăваш наци когресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Петровна  Михайлова хисеплĕ ентеше пултарулăх лаççинче 60 çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, сăвă хыççăн сăвă çырса халăха парнеленĕшĕн,  пархатарлă ĕç-хĕлпе Трак ен историне пуянлатса тăнăшăн, чăвашлăха хисеплесе аталантарса пынăшăн, тăван халăха, тăван çĕре, тăван тавралăха юратса, хисеплесе, мухтаса çырнăшăн, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ĕç-хĕлне хастар хутшăннăшăн, çивĕч те витĕмлĕ сăмахсемпе, ăслă та пуçаруллă шухăшсемпе, ырă канаш-сĕнÿсемпе шкул ачисемпе çамрăксене хавхалантарса тăнăшăн ăшшăн-ăшшăн тав турĕ, Хисеп хучĕпе чысларĕ.



21 ноября 2016
13:07
Поделиться