Комсомольский муниципальный округ

Помнит сердце, не забудет никогда (комментарии жителей района о Великом празднике День Победы)

Василий ГАВРИЛОВ, ĕç ветеранĕ:

- Çĕнтерỹ... Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене тĕп туса çĕнтерỹпе киле таврăннă салтаксемпе мухтанатпăр. Вĕсем пире пурăнмалли майсем туса панă, вĕсем хыççăн çĕр çине килекен ăрусем мирлĕ пурнăçпа киленччĕр тесе юн тăкнă. Хаяр çапăçу хирĕнче мĕн чухлĕ салтак выртса юлман-ши?

   Пирĕн аттен, Василий Герасимович Гавриловăн, Сталинград фрончĕн участникĕн, телейĕ пулнах. Суранланса та пулин ăна киле çаврăнса çитме пỹрнĕ. Вăл пĕр вăхăт колхоз председателĕнче те ĕçленĕ, ытти çĕрте те тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнă.

  Эпир, вăрçă участникĕн ывăлĕсем, аттене тивĕçлĕ пулас тесе тăрăшса вĕреннĕ, салтак службинче тăнă, пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулнă. Вăрçă паттăрĕсене эпир нихăçан та манас çук.

 

Ольга Николаева, «Каçал ен» хаçатăн компьютер пайĕн операторĕ:

- Çĕнтерÿ кунĕ ытти уявсенчен мăнаçлăхĕпе уйрăлса тăнине ачаранах туйса ÿснĕ. Паян та çак уяв хавхалану хушнипе пĕрлех куçран куççуль те кăларать. Манăн атте, Аким Федорович Хромов, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хутшăннă. Вăл Ленинград фронтĕнче 125-мĕш стрелоксен дивизийĕн 749-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирĕ пулнă. 1944 çулхи мартра аллипе уринчен йывăр аманнă, госпитальте урине татнă. Аттемĕре хăюлăхпа паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечественнăй вăрçăн I, IIстепеньлĕ орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Çывăх çыннăмăр яланах пирĕн асăмăрта. Çавăнпа та ăна хисеп туса иккĕмĕш çул «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнатпăр. Çĕнтерĕве çывхартнă вăрçă паттăрĕсемпе пĕрле манăн атте те «утнишĕн» чăннипех те хăпартланатăп. Çакă вара паттăрлăхпа палăрнă çывăх çыннăмăра тав туни пулать те.

Вера МАКАРОВА: пенсионер:

- Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă уяв митингне паян хаваспах хутшăнтăм. Хăш чухне çавăн пек каланине те илтме пулать: «Вăхăт иртнĕ май пĕтĕмпех манăçа тухса пырать», - теççĕ. Мĕн манăçа тухса пырать пулĕ те - анчах та Аслă Çĕнтерÿ кунĕ марах. Мĕншĕн тесен эпир мĕне пула çакăн пек мирлĕ тÿпе айĕнче, шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнма пултарнине яланах асра тытма тивĕç. Асра тытатпăр, асра тытăпăр та. Историсĕр малашлăх çук тени - питĕ тĕрĕс сăмахсем.

Эпир вăрçă хыççăн ÿссе çитĕнтĕмĕр. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăт пирĕншĕн ют мар. Кун пек çухатусене, хĕн-хура урăх никамăн та тÿссе курмалла ан пултăр. Манăн атте Николай Алесандрович Чернов фронта 1943 çулта тухса кайнă, 1946-мĕшĕнче таврăннă.

 Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă миллионшар совет салтакне пирĕн паянхи ырă пурнăçшăн тав тумалла

 



09 мая 2017
17:45
Поделиться