Комсомольский муниципальный округ

Тăван чĕлхесен кунĕнчи фестиваль

Тăван чĕлхесен кунĕнчи фестиваль

2017 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче«Янра, чăваш сăмахĕ!» конкурс фестивалĕн республика тапхăрĕ пулса иртрĕ. Конкурс фестиваль хайĕн ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине савакан 5-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене пуçтарчĕ.  Кăçалхи конкурса чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине, Анне тата Атте çулталăкне халалланă. Чи пĕлтерĕшли - уяв тăван чĕлхесен пĕтĕм тĕнче кунĕнче иртни.

Ачасем фестивале тимлĕ хатĕрленнĕ. Çакă номерсен тематикинче те, жюри умне тухнă ачасен ăсталăхĕнче те палăрчĕ. Акă «Сăвă чи ăста калакан» номинацире сăмах тăван чĕлхе, тăван çĕр-шыв, ачасене пăхса ÿстерекен анне çинчен пычĕ. Ачасем хăйсен сăввисемпе те паллаштарчĕç. Пултарулăх шайĕ уйрăмах «Чи лайăх сценка» номинацире палăрчĕ. Пуян декораци, ачасен ăста вылявĕ пурне те тыткăнларĕ. «Чи лайăх юрлакан» номинацире чăваш халăх юрри те, хальхи эстрада та янрарĕ, уйрăммăн тата ушкăнпа юрлани те пулчĕ.

 «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивале хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать. Кăçал хăйсен пултарулăхне район тапхăрĕнче çĕнтернĕ  100 ытла ача  тата 17 пултарулăх ушкăнĕ кăтартнă.

Вĕренÿ институчĕн ректорĕ С.М. Савин фестивале хутшăннă ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене тав сăмахĕ калава ăнăçу суннă.

«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль пуриншĕн те чăннипех уяв пулнă, вĕренÿре те, пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пуррине кăтартнă.

Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Лилия Калакова (ертÿçисем С.Г.Индюкова, Т.В.Долгова)  «Чи лайăх юрă юрлакан» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи Даниил Тимофеев (ертÿçи Л.Н.Владимирова) «Чи лайăх сăвă вулакан» номинацире 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Нĕркеçри вăтам шкулта ăс пухакан Татьяна Прокопьева, Даниил Кошкин, Ольга Головина (ертÿçи Н.К.Ефремова)«Чи лайăх сценка, инсценировка лартакан» пайра В. Атлашевăн «Паян мĕнле кун?» сценкипе малтисен шутне кĕме пултарчĕç.

Маттур та пултаруллă вĕренекенсене тата вĕрентекенсене ăшшăн саламласа малашне те ăнăçу сунатпăр.



22 февраля 2017
09:26
Поделиться