Ентешĕмĕре асăнса
2014-мĕш çул Раççей Федераци Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн культура çулталăкĕ пулчĕ. Çавна май районта та, пирĕн ял поселенийĕнче те нумай мероприяти пулса иртрĕ. Культура çулталăкĕ вĕçленсе пынă май эпир Аслă Çĕрпÿелĕнче çуралса ÿснĕ ентешĕмĕре Евгений Антонович Федоров (03.01.1936-10.08.2011ç.ç.) композитора асăнса хăвармасăр пултараймастпăр.
Декабрĕн 20-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем унăн ячĕпе асăну каçĕ ирттерчĕç. Мероприятие Аслă Çĕрпÿел ял пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, композиторăн мăшăрĕ Нина Якимовна Федорова, Клара Осокина юрăçă, Галина Кĕмĕл сăвăçă, Шупашкарти «Промэнерго» пĕрлешÿ ертÿçи Анатолий Флегентович Иванов, çывăх тăванĕсем тата ял-йыш хутшăнчĕç.
Малтанах Аслă Çĕрпÿел ял библиотекарĕ Галина Родионова Федоров композиторăн кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Тăванĕсем, хăнасем Евгений Антонович çинчен ăшшăн аса илчĕç. Галина Кĕмĕл сăвăçпа Клара Осокина юрăç композиторпа тачă çыхăнса ĕçленине, вăл ырă кăмăллă, пурне те пулăшма васкакан çын пулнине палăртса хăварчĕç. Евгений Антонович Галина Кĕмĕлĕн чылай сăввине юрра хывнă, поэт çав сăвăсене вуласа пачĕ. Клара Осокина вара Е.А. Федоровăн çепĕç юррисене шăрантарчĕ.
Евгений Антонович - ик çĕре яхăн юрăсен авторĕ. Вăл Чăваш Республикинчи Композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулин чи малтанхи музыканчĕсенчен, баянисчĕсенчен, хор ертÿçисенчен пĕри пулнă. Чăваш Республикин Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ.
Культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» фольклор ушкăнĕ Е.А. Федоров кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕ. Мероприяти çÿллĕ шайра иртрĕ. Евгений Антонович Федоровăн юрри-кĕвви халăх асĕнче упранĕ.