Комсомольский муниципальный округ

Чăрăшсене саккунсăр касма юрамасть

Çĕнĕ çул çывхарса пынă кунсенче лăсăллă çамрăк йывăçсем нумай пĕтеççĕ. Чăрăшсене саккунсăр касасси ан пултăр тесе ЧР Çут çанталăк министерствин Шăмăршăри лесничестви шалти ĕçсен органĕсемпе пĕрлехи рейдсем йĕркелеççĕ, автомашинăсене тĕрĕслеççĕ. Йĕрке хуралçисем чарнă машина хуçин йывăçа саккунлă майпа туяннине çирĕплетекен хут пулмалла. Унсăрăн штрафран хăтăлаймăн. Граждансен 3-3,5 пин тенкĕпе, должноçри çынсен 20-30 пин тенкĕпе сыв пуллашма тивĕ. Юридици сăпатĕнче тăракансене вара 50-100 пин тенкĕ тỹлеттереççĕ. Штрафсăр пуçне йĕркене пăсаканăн вăрман фондне кỹнĕ тăкака - каснă йывăç хакне те - саплаштармалла пулать.

Чăрăшсене министерство ирттернĕ аукционта çĕнтернĕ çынсем çеç сутма пултараççĕ. Вăрман пикине туянас ыйтупа А.С. Аврамов (8-927-850-93-45) тата И.Ю. Васильев (8-987-579-06-99) уйрăм предпринимательсене, "Империя" ОООна (8-927-666-19-10) шăнкăравламалла.



22 декабря 2014
13:31
Поделиться