Комсомольский муниципальный округ

Тĕрлĕ тÿлевпе тивĕçтереççĕ

Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем районта пурăнакансене тивĕçлĕ пулăшу парас тесе тимлени савăнтарать. Сăмахран, районти социаллă хÿтлĕх пайĕ ветерансене, инвалидсене, ача-пăчаллă граждансене вăхăтра ятарлă тÿлевсемпе тивĕçтерес, йывăр вăхăтра кирлĕ пулăшу парас тесе ĕçлет. Кунта хăйсен нушипе килекенсене ĕçченсем яланах пулăшма хатĕр. Мĕнле справка е хут кирлине те вĕсем çийĕнчех ăнлантарса параççĕ, тÿлеве те вăхăтрах çирĕплетеççĕ. Социаллă хÿтлĕх пайне чылайранпа Ираида Алексеевна Никитина ертсе пырать.

Ватăсене, хÿтлĕхсĕр юлнă çынсене пулăшасси ятарлă программăсемпе пурнăçланать. Сăмахран, РФ Президенчĕн хушăвне пăхăнса Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, салтак арăмĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тĕп вырăн йышăнать. Унпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр 3 вăрçă ветеранĕ, 21 салтак арăмĕ çурт-йĕр тума е хваттер туянма пĕр хутчен паракан укçа-тенкĕне илнĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн районти 91 ветеран пурнăç условийĕсене лайăхлатнă та.

Инвалидсемпе те ятарлă реабилитаци программипе ĕçлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн 701 инвалида тĕрлĕ пулăшу панă, вĕсенчен чылайăшĕ санаторисенче хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетнĕ.

Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 50 ачана 46 опекун пăхать.

Усрава илнĕ 19 ачана пăхакан 12 ашшĕ-амăшне пĕлтĕр пурĕ 1227,5 пин тенкĕ укçа тÿленĕ.

Районти нумай ачаллă 335 çемьере 1052 (январĕн 1-мĕшĕ тĕлне) ача çитĕнет.

Ачаллă çемьесене вăхăтра пособисемпе тивĕçтерес енĕпе те тимлеççĕ ĕçченсем. Ача пособине палăртнă чухне чи малтанах çемьен пĕтĕмĕшле тупăшне шута илеççĕ. Енчен те Чăваш Республикинче пурăнмалли минимумăн çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран иртмесен, çемьери ачана пособи параççĕ. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 3389 ачаллă çемье шутра. Иртнĕ çул 2690 ачана пурĕ 14094,5 пин тенкĕ пособи тÿленĕ. Пĕлтĕр ĕçсĕр 70 хĕрарăма ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособипе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех 1,5 çула çитмен пĕрремĕш е иккĕмĕш ачашăн уйăхсерен тивĕçекен пособие те вăхăтра тÿленĕ.

«Нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрса, тепĕр çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Кăçал виççĕмĕш ача çуратакансене пепкене пăхнăшăн паракан пособи виçине ÿстернĕ. Январь уйăхĕнче вăл 5504 тенкĕ пулнă, март уйăхĕнче 5394 тенкĕпе танлашнă. Çакă пурăнмалли минимум улшăнăвĕнчен килет. Паянхи куна 6 çемье çак тÿлевпе усă курать те. Çавăн пекех социаллă пулăшăва тивĕçекен, çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене «Чăваш Республикин социаллă карттипе» тивĕçтерес енĕпе те ĕçленĕ. Çавна май пĕлтĕр 600 ытла çын çак карттăна илес тесе заявлени çырнă. Социаллă карттăпа граждансем налук, патшалăх пошлинисене, кредитсене, коммуналлă тÿлевсене, килти телефонпа усă курнăшăн тата ытти тÿлеве те банкоматран е терминалсем урлă тÿлеме пултараççĕ. Ку питĕ меллĕ», — терĕ Ираида Алексеевна çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă май.

Ĕçленĕ вăхăтрах канăва та усăллă йĕркелеççĕ вĕсем. Социаллă хÿтлĕх пайĕ çулсерен иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, нумай-нумай мероприяти йĕркелет. Вĕсенчен чи сумли — октябрĕн 1-мĕшĕнче Ваттисен кунне уявлани. Нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен ачасем, инвалид-ачасем çулсеренех Шупашкара Çĕнĕ çул елкине тÿлевсĕр кайса кураççĕ.

А.ЕФРЕМОВА



11 апреля 2013
09:06
Поделиться