Комсомольский муниципальный округ

Пенсипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ

Апрелĕн 9-мĕшĕнче РФ пенси фончĕн районти уйрăмĕнче çавра сĕтел тавра калаçу иртнĕ. Унта Шупашкартан та хăнасем килсе çитнĕ: граждансен, страхланă сăпатсен, организацисен, страховательсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕ Инна Петрова тата пенсине палăртас, çĕнĕрен шутласа парас, страхланă сăпатсен пенси прависене хаклас енĕпе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕн çумĕ Елена Васильева.

Пуçтарăннисем пенси фончĕн аталанăвĕн нумай çула пыракан стратегине тишкернĕ. Тĕрлĕ ыйтусемпе Раççей пенсионерĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Василий Пундяков, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ Валентина Курицына, ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Юрий Тимофеев, куç курманнисен обществин ертÿçи Герман Михайлов, çавăн пекех пенси фончĕн специалисчĕсем тухса калаçнă.

Малалла район çыннисене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă. Халăха патшалăх софинансированийĕн программи мĕнле ĕçлени, пенсин пуçтарăнакан пайĕ епле тÿленсе пыни тата ытти те кăсăклантарни палăрнă. Пенси фондĕнче вăй хуракансем кашнин çине тивĕçлĕ хурав тупнă, тĕплĕн ăнлантарса панă.

Çак кун тĕп хуламăртан килнĕ хăнасемпе пенси фончĕн районти уйрăмĕнче тăрăшакансем «Кооператор» производство комбинатĕнче ĕçлекенсемпе те тĕл пулнă.



11 апреля 2013
09:05
Поделиться