Комсомольский муниципальный округ

Çуралакансен йышĕ пĕчĕк

Пепке çут тĕнчене килни кашни çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, хаваслă пулăм. Районти кăтартусене тишкерсессĕн ача çураласлăх кăçал пысăках мар пулни палăрать. Мартăн 26-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 70 пепке кун çути курнă. Пĕлтĕрхи январь — март уйăхĕсенче вара çак кăтарту 103 ачапа танлашнă. Март уйăхĕ вĕçлениччен кăçалхи кăтарту кăшт та пулин ÿсессе шанатпăр.

Ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ тĕпренчĕкĕсене Матвей, Павел, Даниил, Ксения, Софья, Анна, Анастасия ятсем параççĕ. Хăшĕсем вара сайра тĕл пулаканнисене кăмăллаççĕ. Акă, сăмахран, кăçал пепкисене Мелания, Серафима, Моисей, Арсений ятсене хунă çемьесем пур.

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ачасем сахалрах çуралаççĕ пулсан, вилекенсен шучĕ пирки çакна калаймăн. Пĕлтĕр виçĕ уйăхра 79 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Кăçалхи кăтарту вара 94-па танлашать.

Çавăн пекех районти ЗАГС уйрăмĕнче мăшăрланни çинчен калакан 44 акт регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи виçĕ уйăхра 43 мăшăршăн Мендельсон маршĕ янăранăччĕ. Шел пулин те, çемье вучахне пурте упраймаççĕ. Акă, кăçалхи мартăн 26-мĕшĕ тĕлне 17, пĕлтĕрхи январь — март уйăхĕсенче 16 çемье арканнă.

Унсăр пуçне ача усрава илни — 1 (пĕлтĕр те 1), ашшĕ кам пулнине палăртни — 8 (пĕлтĕр 3), ят улăштарни çинчен 9 (пĕлтĕр 7) акт регистрациленĕ.



27 марта 2013
00:00
Поделиться