Комсомольский муниципальный округ

Ветерана чысларĕç

Йăлмахва ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Василий Николаевич Чаржов 90 çул çитнине халалласа иртнĕ эрнере «Весна» ресторанта савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Комсомольски райпо тытăмĕнче нумай çул ĕçленĕ юбиляр çинчен кĕскен район пуçлăхĕ Е.И.Карпеев сăмах каларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Комсомольски райпо совечĕ, правленийĕпе профком ячĕпе Людмила Кокшина юбиляра Тав çырăвĕпе тата парнепе чысларĕ.

Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина та ăшă сăмахсем каларĕ, хаклă парне пачĕ. Çавăн пекех вăл Россия Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Василий Николаевича саламласа, ырă сунса янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Хăнасем ветерансене хисепленĕшĕн, манманшăн алă çупса тав турĕç.

Юбиляр хăйне саламланишĕн хĕпĕртенине пытармарĕ.



22 февраля 2013
00:00
Поделиться