Комсомольский муниципальный округ

Уяв савăнăç анчах илсе килтĕр

Çĕнĕ çул уявĕсенче çынсене травматологи пункчĕсене илсе пыракан чи анлă сарăлнă сăлтавсенчен пĕри — ÿксе аманни. Çавăнпа та уяв валли атă-пушмака пĕлсе суйламалла. Вăл лутра кĕлеллĕ е платформăллă, тĕпĕ шутарман материалран пулмалла. Ватăсен урама туяпа тухсан аван. Пăрлă çĕрте утнă чухне нихăçан та ан васкăр. Тăвайккисем, катоксем тата хĕллехи ытти аттракционсем çинче асăрхануллă пулăр. Вĕсенче те ÿксе аманас хăрушлăх пысăк. Енчен те асăрхаса çитереймесĕр ÿкрĕр пулсан, аманнă вырăна сивĕпе тытăр, йывăр тĕслĕхсенче травмпунктран пулăшу ыйтăр.

Уявсенче чылай çын суранланнин тепĕр сăлтавĕ — çул çинчи аварисем. Вĕсен шучĕ водительсем те, çуран çÿрекенсем те уявра эрех-сăра ĕçнипе, çулсем пăрлă пулнипе ÿсет. Çавăнпа та çул çинчи хăрушсăрлăх правилисем çинчен пĕр самантлăха та манмалла мар.

Пиротехникăпа тĕрĕс мар усă курни травмпункта илсе çитерме пултарать. Петардăсемпе фейерверксенчен пит тата алăсем пиçсе кайнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Çапла ан пултăр тесен пиротехникăна туяннă чухне тимлĕ пулмалла, усă курма пуçласан инструкцире çырнисене пăхăнмалла. Енчен те пахалăхсăр пиротехника сирпĕнсе кайса çынна вăйлă сиенлесен, аманнă вырăна сивĕ шыва чикмелле е юрпа сивĕтмелле. Ун хыççăн пиçсе кайнă вырăна бинтпа çыхса шар курнă çынна травмпункта илсе каймалла е «васкавлă пулăшу» чĕнмелле.

Ан манăр, урамри температура 10 градус сивĕ çеç пулсан та, унта чылай вăхăт пулни кĕлеткене шăнтать, тăм илме те пултарать. Шăнас мар тесен чи пĕлтерĕшли — алкоголь шĕвекĕсем ан ĕçĕр. Вĕсене пула организм тата ытларах ăшă çухатать. Урама тухнă чухне сийлĕн-сийлĕн тăхăнăр. Тумтирĕн кашни сийĕ хушшинче сывлăш юлать, вăл ăшă тытма пулăшать. Алсишсемсĕр, шарфсăр, калпаксăр урама ан тухăр. Енчен те уçăлса çÿренĕ вăхăтра шăннине туйрăр пулсан, часрах ăшă çĕре кĕме тăрăшăр.

Асăрхануллă пулăр, хăрушсăрлăх правилисене асра тытăр, вара Çĕнĕ çул савăнăç анчах илсе килĕ. 



29 декабря 2012
00:00
Поделиться