Комсомольский муниципальный округ

Пĕрлехи ĕç туллин пурнăçланать

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Россия Федерацийĕн Пенси фондне туса хунăранпа 22 çул çитрĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленине Сергей Валерьевич Горбунов ертсе пырать. Тăрăшса ĕçлекен коллективра ĕç кал-кал пынине ÿсĕмсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсем ума лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлаççĕ, планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ.

«Паянхи куна управленире 26 çын тăрăшать. Вĕсем пурте — аслă пĕлÿллĕ, опытлă специалистсем. Клиентсене тивĕçлĕ пулăшу пама пĕтĕм услови пур. Кăтартусем компьютерсенче упранаççĕ. Кунта килекен кашни çынна пирĕн специалистсем яланах пулăшма хатĕр. Ĕç стажĕ, ĕç укçи, страховани взносĕ мĕн чухлĕ килсе тăни, пенси виçи мĕнле пулни тата ытти те пур базăра. Пенсие тухнă çынсемпе çеç мар, уйрăм предпринимательсемпе, юридици сăпатĕнче тăракансемпе те ĕçлетпĕр», — тет Сергей Валерьевич Управлени ĕçĕпе паллаштарнă май.

Пенсие тухакана пенси шутласа парассипе, тепĕр хут шутлассипе, пенси тÿлессипе, страхланисен пенси прависемпе ĕçлекен пая чылай çул Управлени начальникĕн çумĕ Ирина Германовна Белобаева ертсе пырать. «Специалистсен ĕç нумай. Вĕсем тăрăшуллă та маттур пулни палăртнине вăхăтра пурнăçлама май парать те. Акă, Валентина Голубева специалист ĕçре вăр-вар пулнине палăртма кăмăллă. Вăл кунта 10 çул ытла ĕçлет.

Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта — 7864 пенсионер. Вăтам пенси 7651 тенкĕпе танлашать. Кăçал 446 çынна пуçласа пенси панă. Çавăн пекех июль уйăхĕнчен районти 200 ытла çын пенсин перекет пайне алла илме пултарчĕ. Кашниех тата софинансировани программине хутшăнма пултарать», — тет Ирина Германовна.

Персонификациллĕ шута илессипе, страховани взносĕсене тÿлекенсемпе ĕçлекен пай ертÿçинче Ирина Игнатьевна Самарина тăрăшать. «Пайри специалистсем юридици сăпатĕнче тăракансемпе, предпринимательсемпе ĕçлеççĕ. Кăçал страховани взносĕсене вăхăтра пуçтарас тĕлĕшпе уйрăмах лайăх ĕçленине палăртмалла, пурĕ 100 миллион тенкĕ укçа кĕнĕ. Унсăр пуçне амăшĕн капиталĕн сертификатне парас енĕпе те тимлеççĕ. Сăмахран, районта çакăн пек сертификата 1000 хĕрарăма панă. Вĕсенчен 632-шĕ унпа усă курнă та. Ку — республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри», — тет ĕçпе паллаштарса пай ертÿçи.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче халăха йышăннипе пĕрлех ялсене тухса çÿрессине йăлана кĕртнĕ. Çакă инçетри ялсенче пурăнакансемпе курнăçма, вĕсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравлама май парать те. Вырăна çитни инçе çула тухса çÿреймен ватăсемшĕн те, инвалидсемшĕн те питĕ меллĕ.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче чăннипех те маттур ĕçченсем ĕçленине цифрăсемпе фактсем çирĕплетеççĕ. Ахальтен мар кунта тăрăшакансене пĕрре мар палăртнă. Кăçал районти управлени начальникĕн çумĕ И.Белобаева, И.Ямалиев юрисконсульт ЧР Пенси фончĕн уйрăмĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.



24 декабря 2012
00:00
Поделиться