Комсомольский муниципальный округ

Ыттисемпе танах утма тăрăшаççĕ

Ачалăх — кашни çын пурнăçĕнчех калама çук савăк вăхăт. Чупса, выляса, кулса иртекен самант. Анчах та кашни ачан çапла иртмест иккен вăл. Сăмахăм инвалид-ачасем пирки. Мĕн çуралнăранпах нушаланакансене пурнăçра çăмăл мар. Анчах та вĕсем пуçа усмаççĕ. Ыттисемпе пĕр танах утма тăрăшаççĕ. Тен, пур çĕрте те ĕлкĕреймеççĕ пулин те, çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнаççĕ. Пирĕн хушăра та пур пултаруллă инвалид-ачасем. Вĕсем тăтăшах конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, тĕрлеççĕ, юрлаççĕ, вĕренÿре те япăх мар ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Инвалид-ачасен вĕренĕвне еплерех йĕркелени пирки район администрацийĕн информатикăпа методика центрĕн директорĕ Лариса Макаровна Антонова каласа пачĕ.

Паянхи куна районти вĕренÿ учрежденийĕсенче 44 инвалид-ача вĕренет. Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе шкулта е килте ятарлă программăпа пĕлĕвне ÿстерме пултараççĕ. Çакна тума вĕсене пĕтĕм услови туса панă. Йывăр чирлисен килте вĕренме тивет. Çавна май вĕсем патне вĕрентекенсем киле çÿреççĕ. Юлашки çулсенче инвалид-ачасене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртма кăмăллă. Акă, вĕсене пурнăçран юлмасăр аталанма, çĕннине пĕлме пур услови те туса пама тăрăшаççĕ тесен те йăнăш пулмасть. Çакна тĕпе хурса «Вĕренÿ» программăпа килĕшÿллĕн районти 9 инвалид-ача килтех дистанци мелĕпе вĕренет. Вĕсене компьютерпа çеç мар, пĕтĕм оргтехникăпа тивĕçтернĕ. Ача чирне кура техника та хăйне евĕрлĕ. Урăхла каласан, вĕрентекен ачапа компьютер урлă калаçать, урок ирттерет, пĕлÿ шайне тĕрĕслет, килте пурнăçламалли ĕç парать.

— Çавăн пекех пĕлтĕр инвалид-ачасене вĕренме пĕтĕм услови туса парас енĕпе республикăра «Доступная среда» ятарлă программăна ĕçе кĕртрĕç. Унпа килĕшÿллĕн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче инвалид-ачасене вĕренме ятарлă условисем туса пама республика бюджетĕнчен 1 миллион та 373 пин те 800 тенкĕ уйăрса панă. Çавна май шкулта пандуссем лартнă, юсав ĕçĕсем ирттернĕ, çитес вăхăтрах унта сенсорлă пÿлĕм хута каймалла. Çак пÿлĕмре инвалид-ачасем валли вĕренме тĕрлĕ оборудовани пулать. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче районти пур инвалид-ача та пĕлÿ пухма пултарать, кăмăл çеç пултăр. Сусăр ача хăйне хÿтлĕхре туйтăр тесе республикăра, районта чылай ĕç тăваççĕ,— тет диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ Фаина Александровна Матросова.

Çакăн пек тăрăшса ĕçлени, паллах, ачасене çеç мар, ашшĕ-амăшĕсене те чунтан савăнтарать. Тĕрлĕ енлĕ аталанма пултарни, çĕнĕ технологипе паллашни вĕсемшĕн темрен те паха. 



03 декабря 2012
00:00
Поделиться