АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем Çĕнтерÿ кунне хатĕрленеççĕ

14:15 05 мая 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çĕнтернĕренпе кăçал 72 çул çитнине паллă тăватпăр. Çĕнтерÿ уявĕн пĕлтерĕшĕ çулран-çул ÿссе пырать. Эпир те, Элĕк район хаçачĕн ĕçченĕсем, майăн 9-мĕшне çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илетпĕр. «Пурнăç çулĕпе» хаçат страницисенче вăрçă ахрăмĕ çинчен каласа панисĕр пуçне хамăр та республикăра иртекен акцисене хастар хутшăнатпăр. «Георги хăйăвĕ» акцие редакцинчи кашни сотрудниках хутшăнма кăмăл турĕ. Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вĕсем хăйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштараççĕ.

 

Марина ЛЕОНТЬЕВА, тĕп редактор:

Майăн 9-мĕшне мĕн ачаранах пысăк уяв тесе йышăнма хăнăхнă. Паянхи кун та вăл маншăн пĕлтерĕшлĕ.

Манăн кукаçипе маçак та вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Шел, кукаçи – Никитин Игнатий Никитич – 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Кукамай – Никитина Евдокия Федоровна – мĕн виличченех мăшăрне кĕтме пăрахман. Хăй те синкерлĕ çулсенче тылра вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ. Маçака вара – Михайлов Андрей Михайловича - Турри Çĕнтерÿпе таврăнма пÿрнĕ. Унăн кăкăрне икĕ «Хĕрлĕ çăлтăр» орден, икĕ «Паттăрлăхшăн» медаль тата ытти наградăсем илем кÿнĕ. Андрей Михайлович вăрçă вăхăтĕнче донесенисем пухмалли пунктăн начальникĕ пулнă.

Çывăх çыннăмăрсем паян пирĕнпе пĕрле Çĕнтерÿ уявĕн савăнăçне пайлаймаççĕ, анчах та вĕсем яланах пирĕн чĕрере пурăнаççĕ. Эпир хамăр ачасемпе «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнатпăр. Ветерансем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Тавтапуç Сире тăнăç пурнăçшăн!

 

 

Надежда КОРНИЛОВА, тĕп бухгалтер:

 

Вăрçă ахрăмĕ пирĕн çемьерен те пăрăнса иртмен. 1941 çулта асатте вăрçа тухса кайиччен вĕсен кил-çуртне çунтарса янă. Асаттене çапăçу хирне илсе кайнă чух асанне икĕ ачипе (пĕри 2 çулта, тепри - вуннăра) кĕл çинче тăрса юлнă. Ачисем пĕчĕк пулин те пĕччен тăрса юлнă хĕрарăма кашни кунах вăрман ĕçлеме, е окоп чавма, е лавпа Вăрнара тырă ăсатма çÿренĕ. Пурăнма вара кÿршĕсем патĕнче пурăннă. Манăн атте, вунă çулти ача, хăма çурма çÿренĕ.

Асатте вăрçăран каялла таврăнайман. Вăл Можайск хули патĕнчи çапăçура пирĕн тăнăç пурнăçшăн пуçне хунă.

 

 

 

 

Эльвира КУЗЬМИНА, пай редакторĕ:

- Çĕнтерÿ кунĕ ытти уявсенчен мăнаçлăхĕпе уйрăлса тăнине ачаранах туйса ÿснĕ. Паян та çак уяв хавхалану хушнипе пĕрлех куçран куççуль те кăларать. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хутшăннă ватă асатте Петр Кузьмич Кузьмин старшина пирĕнпе юнашар пулманни чĕрере пăлхану çуратать. Унăн Иван шăллĕн, ватă кукаçин Лаврентий Федоровăн, кукамайăн шăллĕн Николай Яковлевăн пурнăçĕ вăрçă хирĕнче татăлнă. Апла пулин те, çывăх çыннăмăрсем вĕсен ачисемпе мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен асĕнче яланлăхах юлĕç. Çавăнпа та вĕсене хисеп туса çулсеренех ачапа Элĕк салинче иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнатпăр. Çĕнтерĕве çывхартнă вăрçă паттăрĕсемпе пĕрле манăн асатте те «утнишĕн» чăннипех те хăпартланатăп. Çакă вара паттăрлăхпа палăрнă çывăх çыннăмăрсене тав туни пулать те.

 

 

 

Вера Морозова, пай редакторĕ:

Вăрçă пирĕн çемьене те пырса тивнĕ. Манăн асатте, Мăн Вылă ялĕнче пурăнакан Поликарп Никифорович Никифоров çамрăклăхне вăрçăра ирттернĕ. Вăл связист пулнă. Хăй каланă тăрăх, çыхăну татăлсан ăна 10-15 минутрах юсаса ĕçе кĕртнĕ. Сталинграда хÿтĕленĕ чухне вĕсен роти тăшманăнне 22 дивизине тĕп тунă. Çĕнтерĕве çывхартнинче асаттен тÿпи питĕ пысăк. Унăн кăкăр тулли орден-медаль: «Тăван çĕршыв вăрçин II степеньлĕ" тата «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденсем, «Паттăрлăхшăн» тата «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсем. Тăван киле вăл 1946 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче таврăннă. Кăçал вăл 95 çул тултарать.

Асатте, пире тăнăç пурнăç парнеленĕшĕн эпир сирĕн умра ĕмĕр парăмра. Тавтапуç сана Çĕнтерÿшĕн! Эпир санпа мухтанатпăр!

 

 

 

 Анжелика Силивестрова, корреспондент:

Вăрçă... Мĕнлерех хăрушă сăмах. Çак чăрсăр та тискер, асаплă вăхăтсем Раççейри кашни çемьенех пырса тивнĕ. Мĕн чухлĕ халăх хăйсен çывăх çыннисене куççуль витĕр юнлă вăрçă хирне ăсатнă. Манăн аннен аслашшĕн те - Мăн Вылăри Алексей Ефимович Шашкинăн çемьери вун икĕ ачинчен уйрăлса вăрçа тухса кайма тивнĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче рядовой салтаксен шутĕнче пулнă. Нимĕçсене çĕнтерессишĕн, пире çутă тÿпе тата ирĕклĕ пурнăç парнелессишĕн пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă. Шел пулин те, манăн мăн асатте хаяр вăрçăран тăван киле таврăнайман. Унăн вил тăприйĕ Мускав çывăхĕнчи Ржевск хулинче вырнаçнă. Пирĕн çемье унăн ятне яланах асра тытĕ.

 

 

 

Надежда ИВАНОВА, компьютер пайĕн редакторĕ:

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитрĕ ĕнтĕ. Унтанпа çĕр çинче чылай улшăну пулнă, апла пулин те, Тăван çĕршыва сыхласа хăварнă халăх паттăрлăхĕ манăçман. Эпир хăйсен пурнăçне шеллемесĕр хаяр çапăçусене кĕнĕ ветерансем, ырми-канми ĕçленĕ тыл ĕçченĕсем умĕнче сăмахпа палăртма çук пысăк парăмра. Çавăнпа та Совет салтакне паттăрлăх кăтартса Çĕнтерĕве çывхартнăшăн, нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăшăн тав тăвас тĕллевпе çулсеренех Çĕнтерÿ кунне халалланă уява тулли кăмăлпах хутшăнатăп. Асăннă уяв Раççейре пурăнакансемшĕн чи мухтавлă, тĕрлĕ ăру çыннине пĕрлештерекен, Тăван çĕршыв историйĕпе мăнаçлантаракан уяв тесе шутлатăп.

 

 

 

 

Светлана ПАВЛОВА, оператор:

Майăн 9-мĕшĕ - вăл астăвăмпа хуйхă тата тăнăçлăх кунĕ тесен те йăнăшмăп. Ахальтен палăртмастăп-ха çакăн пек, манăн кукаçи Никонор Никонорович Гладков вăрçа хутшăннă, унтан аманса таврăннă. Унăн пĕртăванĕн, Николай Никоноровичăн, шăпи вара татах та синкерлĕрех пулнă. Вăл 412-мĕш номерлĕ танкпа çапăçусене хутшăннине, Белоруссинче паттăрла вилнине пĕлетĕп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мĕнпур çын ун чухне харсăрлăх кăтартнине пула эпир паян хамăр ачасемпе мăнуксене килĕшÿпе тăнăçлăхра ÿстерме пултаратпăр. Эпĕ хамăн тăвансемпе, çав синкерлĕ кунсене сирме хутшăннă мĕнпур ветеранпа тата тыл ĕçченĕсемпе чăннипех те мухтанатăп, вĕсем умĕнче пуçа таятăп.

 

 

 

 

Владимир ФАДЕЕВ, водитель:

Хăрушă вăрçăри Çĕнтерĕве пирĕн халăх калама çук пысăк йывăрлăхсене парăнтарса, миллионшар çынна яланлăхах çухатса, таврăнма йывăр хурлăхлă çухатусем тÿссе çĕнсе илнĕ. Ветерансен чĕрисенче çав ылханлă çулсем кÿрсе хăварнă сурансем нихăçан та тÿрленеймĕç, вĕри куççуль йÿçекĕ тата чăтса ирттернĕ асап-нуша та манăçаймĕ.

Эпир ветерансем умĕнче ĕмĕрлĕхех парăмра. Вĕсен паттăрлăхĕ паян та пире тăрăшса ĕçлеме, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерме пулăшать.

 

 

 

 

 Луиза ВЛАДИМИРОВА, уборщица служебных помещений.

День Победы для моей семьи один из самых главных и торжественных праздников. Слишком уж велика была беда, постигшая нашу страну, слишком высокую цену пришлось заплатить всему ее народу за эту победу. Война коснулась и нашей семьи, как и многих семей. Моим близким и родным людям многое пришлось пережить в военные годы, особенно глубоко затронули эти страшные времена мою бабушку. Она провожала своего мужа, моего деда, на войну. Он сражался за мирное небо над головой, за великую победу над фашистами. После тяжелых времен и пролитых кровью дней и ночей он смог вернуться домой с Победой. Я горжусь именем своего деда.

Поздравляю всех с Днем Победы!

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика